Уфари Полина Дудко интернетра сӑвӑ вуласа СВОна хутшӑнакансем валли пулӑшу пухнӑ.
ПР ҫамрӑксен политикин министрӗ Вито Сабиров хӑйӗн телеграм-каналӗнче каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, Полина Дудко Уфари «Ядкарь» Культура çурчӗн воспитанникӗ.
«Полина 11 ҫулта кӑна-ха, анчах вӑл СВО волонтерӗ пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Вӑл асӑну вырӑнӗсене, госпитальсене ҫӳрет, СВО боецӗсене пулӑшакан акцисене хутшӑнать. Унӑн юратнӑ хобби — камерӑна тӗрлӗ авторӑн сӑввисене вуласси. Полина хӑйӗн роликӗсене социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарать. Пин ытла видеозапись тунӑ, Полина ӗҫне палӑртса хӑйсен парнисене яракан темиҫе авторпа ҫыхӑну йӗркеленӗ. Вӗсен сумми 100 пин ытла тенкӗпе танлашнӑ ӗнтӗ — пӗтӗм укҫа-тенке СВОна хутшӑнакансене пулӑшма янӑ», - каласа панă Вито Сабиров.
Волонтер хастарлӑхӗшӗн Полина Дудкона «За помощь СВО» медальпе чысланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР ҫамрӑксен политикин министрӗн Вито Сабировӑн telegram-каналӗ.