Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
26 Сентябрӗн , 11:48

«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ

2022 ҫулхи октябрьтен пуҫласа Хушăлкари Культура çурчĕ ҫумӗнче  Клара Венеровна Семенова ертсе пыракан «Все для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ ӗҫлет.

«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
2022 ҫулхи октябрьтен пуҫласа Хушăлкари Культура çурчĕ ҫумӗнче  Клара Венеровна Семенова ертсе пыракан «Все для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ ӗҫлет. Организацин тӗп тӗллевӗ - ятарлӑ ҫар операцине (СВО) хутшăнакан ҫар ҫыннисене пулӑшасси.
Организаци ӗҫӗ-хӗлӗпе гуманитари посылкисене пухассине, чӗркессине тата ӑсатассине йӗркеленӗ. 2023 ҫулхи февральтен пуҫласа çуртра маскировка сетки ҫыхмалли станок вырнаҫтарнӑ, ҫакӑ  пулӑшу калӑпӑшне самай анлӑлатма май панӑ. Ҫыхас ӗҫе вӗрентессине, илсе пырассине хастар хутшӑнакан  Наталия Венеровна Ковальцова йӗркелесе пырать.
Волонтер юхӑмне чи хастар хутшӑнакансем хушшинче çаксене палӑртма пулать: Андреева Зоя Владимировна, Андреева Ираида Петровна, Спиридонова Надежда Борисовна, Тютюник Зоя Матвеевна, Михайлова Надежда Николаевна, Михайлова Татьяна Михайловна, Павлова Елена Вячеславовна, Данилова Лариса Вячеславовна.
Ҫавӑн пекех организацине Павлов Дмитрий, килте окоп ҫуртисем тӑвакан, госпиталь валли косынкӑсем, труссисем ҫӗлекен Уколова Наталья та хутшăнаççĕ.
Ӗҫленӗ тапхӑрта волонтерсем 187 сеткă ҫыхнă, 2000 яхӑн окоп ҫурти тултарнă, 3000 медицина салфетки ӑсталанă тата «свой-чужой» ҫыхӑсем çĕленĕ, чӗрӗ юлмалли сулӑсем тунă. Ҫавӑн пекех госпитальсене вырӑн хатӗрӗсемпе медикаментсен чылай ушкӑнне, салтаксем валли ҫыхнӑ нуски те янӑ.
Тата кунта çар ҫыннисем валли гигиена хатӗрӗсем, пылак ҫимӗҫсем, килти хатӗр-хӗтӗр, аш-какай, салма тата ытти апат-ҫимӗҫ пуҫтарассине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ку уйрӑмах вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен Хушăлкаран чылай ҫын патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесе малти линире тӑрать.
Пирӗн геройсем пурте часрах киле ҫӗнтерӳпе таврӑнасса шанатпӑр. Вӗсене ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр!
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
«Всё для фронта Хамăр ял – Кош-Елга» волонтер организацийӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас