Михайловкăри «Малыш» ача садӗнче СВОна хутшӑнакансене гуманитари пулӑшӑвӗ пухассипе акци иртнӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ - Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Раҫҫей ҫар ҫыннисене пулӑшассине пӗлтересси тата граждансен пӗрлӗхне кӑтартасси. Ҫакӑн пек ҫӑмӑл мар тапхӑрта, пирӗн пӗтӗм ҫӗршывра пурӑнакансемшӗн чи кирли - пӗрлӗхлӗ те пӗр шухӑшлӑ халӑх пулни, пӗрле пулни, кашни кун паттӑрлӑхпа вӑй-хӑват кӑтартакан хамӑр ентешсене, ҫар ҫыннисене пӑрахманни.
Ача садĕнче вӗренекенсен ӗҫченӗсемпе ашшӗ-амӑшӗсем блиндаж ҫуртисем валли консерва банкисем пухнӑ. Ӗҫченсем нумай вӑхӑт ҫунакан шӑрпӑк ӑсталанӑ.
Ача сачӗн воспитанникӗсем пирӗн салтаксене валли ӳкерчӗксем, салам открыткисем ӳкернĕ, воспитательсемпе пӗрле ырă сӑмахсем ҫырнă, унта ӑшӑ та чӗререн тухакан пулӑшу сӑмахӗсене каланă.
Гуманитари пулӑшӑвне пӗтӗмпех Пишпÿлеке леçнĕ.
Ҫак ӗҫсемпе эпир волонтерсен юхӑмне пулӑшатпӑр, ачасене патриотизм, пӗр-пӗрне пулӑшасси, ырӑ кӑмӑллӑх, уҫӑ кӑмӑллӑх пек енсем калӑпласа тӗслӗх кӑтартатпӑр.
Ҫак акцие хастар хутшӑннӑшӑн ӗҫченсемпе воспитанниксен ҫемйисене питӗ пысӑк тав. Тавах сӳрӗк пулманшӑн, пурнӑҫри хастар позицие яваплӑн йышӑннӑшӑн, пӗрле ӗҫленӗшӗн!
Сăнÿкерчĕкĕсем: «Все для фронта-Бижбуляк» волонтер ушкăнĕн WhatsApp страницинчен.