Пишпÿлек районӗнчи волонтерсен ӗҫӗ пӗр куна та чарӑнмасть. Передовойра тӑракан ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе пĕрле шухăшĕсемпе юлса, вӗсем кашни пушӑ минутра хӑйсен штабӗсене пухӑнаҫҫӗ, боецсемшӗн мӗнле те пулин усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, блиндаж ҫуртисем тӑваҫҫӗ, курӑк чейĕсем хатӗрлеҫҫӗ, кирлӗ оборудовани туянма укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Паллах, вӗсен ӗҫӗ ҫар ҫыннисене палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшасса шанса тӑраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗксем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗксем çинче: Азнай, Пăслăк, Пишпÿлек, Дюсян, Ситек, Михайловка тата Сухоречка волонтерӗсем. (Сӑнӳкерчӗксене уҫӑ ҫӑлкуҫсенчен илнӗ).