Калинин ял Совечĕн ҫамрӑк армеецĕсем «СВО салтакне çыру» патриотла акцие хутшӑннӑ.
Ачасем СВО зонинчи ҫар ҫыннисене хӑйсем ҫинчен, хӑйсен ӗмӗчӗсемпе планӗсем ҫинчен каласа паракан ҫырусем ҫырнă. Салтак патне ачасем ҫыру ҫырасси питӗ пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ ӗҫ иккен. Арҫын ачасем Раҫҫей салтакӗсене тав тунă, тӑван ҫӗршыва чӑн-чӑн хӳтӗлекенсемпе мăнаçланни, вӗсене киле часрах таврӑнма сунни ҫинчен ҫырнă. Хӑйсен ӗҫӗсене ачасем ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Пирӗн анлӑ Тӑван ҫӗршывӑн пур кӗтесӗнчен те ача-пӑча пулӑшу, ӗненӳ тата ҫӗнтерӳ сунса янӑ ҫырусем вӗҫеҫҫӗ! Боецсем ача-пӑча ҫырӑвӗсем вӗсене пулӑшнине, час-часах вӑй-хал, шанăç паракан талисман пулса тӑнине темиҫе хут та палӑртнӑ.
#ПисьмоСолдату #мыгордимся #СвоихНеБросаем
#Бижбулякскийрайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.