-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Алексеевка ялӗнче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ малтанхи кунсенчех боецсене пулӑшма хутшӑнаççĕ. Ҫав хушӑра ялти хастарсем питӗ нумай ӗҫ тунӑ, гуманитари пулӑшӑвӗ те сахал мар пухса ӑсатнӑ, укҫа-тенкӗ сахал мар куҫарнӑ. Ялта ятарлă пӳлӗм ҫук пулин те, килĕсенче хастарсем Ҫӗнтерĕве ҫывхартма вӑй хураҫҫӗ. Тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксенчен чей тултараҫҫӗ, блиндаж ҫуртисем тăваççĕ, нашлемниксем ҫыхаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.