Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
22 Декабрӗн , 12:36

Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ

Алексеевкăра пурăнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӑтӑшах пулӑшаҫҫӗ.

Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ
Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ

Паян, ахаль мар вӑхӑтра пурӑннӑ чухне, Алексеевка ялӗнче пурӑнакансем лӑпкӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тӑтӑшах пулӑшаҫҫӗ. Ял ҫыннисем тата ачасем фронтри боецсем валли ятарласа чей тултарассине йӗркеленӗ. Кашни хутаҫа вӗсем алӑ вӗҫҫӗн пуҫтараҫҫӗ, тӑван килӗн тӑрӑшулӑхӗпе, ӑшшипе тултараҫҫӗ.

Ҫак чей ҫемьерен аякра тӑракан кашни салтака пулӑшса, тимлесе тӑнин символӗ пулса тӑрӗ. Ҫакӑн пек вак-тӗвек те вӑрҫӑра чун-чӗрене ҫӗклеме, салтаксене хӑйсем ҫинчен асра тытнине, юратнине аса илтерме пултарасса шанаҫҫӗ ҫынсем.

«Пӗр-пӗрне пулӑшса эпир вӑйлӑрах та ҫывӑхрах пулатпӑр. Алексеевкӑра пурӑнакансене хӑйсен пуҫарулӑхӗшӗн тата пирӗн хӳтӗлевҫӗсен пурнӑҫне кӑшт хӑтлӑрах та ӑшӑрах тӑвасшӑн ҫуннӑшӑн тавтапуҫ», — тет вырӑнти çын Лариса Петрова.

 

#ППМИ2026
#Башкортостан
#Бижбулякскийрайон
#Алексеевка

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

https://vk.com/sp_biz

 

 

Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ
Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ
Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ
Алексеевка ялĕн çыннисем СВО боецĕсем валли чей тултараççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас