Пишпӳлек районӗн волонтерӗсем СВО зонине черетлӗ гумконвой ӑсатнӑ. Александр Семенов районти бизнес-шериф каласа парать:
«Туссем! Пирӗн тӑван Пишпӳлекрен каллех пирӗн салтаксем валли пулӑшу кайрӗ. Гуманитари конвойӗ СВО зонине «гуманитаркӑна» ҫеҫ мар илсе каять — вӑл пӗтӗм район юратӑвне, хисепне тата ӗненӗвне ӑнать!
Айккинче юлман кашни ҫынна тавтапуҫ:
Пирӗн ырми-канми волонтерсене, стройматериалсемпе пулӑшнӑ предпринимательсене.
Чи кирлипе пайланакан ҫынсене пурне те.
Пӗрле кирлӗ япаласене тата чӑннипех те чун-чӗреллӗ Çӗнӗ ҫул парнисене пуҫтартӑмӑр, пирӗн салтаксем пӗлччӗр: вӗсем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ, вӗсене ӗненеҫҫӗ.
Вӑй - пӗрлӗхре. Эпир пӗрле пӗр-пӗрне тата хамӑр паттӑрсене пулӑшнă чухне, ҫӗнтерӳ пирте пулать!
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене мухтав!»
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz