Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
29 Декабрӗн 2025, 11:50

«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ

Ӗҫ кашни кун туслӑ та пысӑк хастарлӑхпа пырать: пирӗн хӳтӗлевҫӗсем хӑйсем пӗччен маррине пӗлччӗр тесе пиртен кашниех хӑйӗн тӳпине хывма ӑнтӑлать.

«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ

Ӗҫ кашни кун туслӑ та пысӑк хастарлӑхпа пырать: пирӗн хӳтӗлевҫӗсем хӑйсем пӗччен маррине пӗлччӗр тесе пиртен кашниех хӑйӗн тӳпине хывма ӑнтӑлать.
2025 ҫул вӗҫленет, вăл ҫирӗплӗхпе ыр кӑмӑллӑха тепӗр тӗрӗслев пулчӗ. Пирӗн Сухоречка ялӗнчи «Единое сердце» волонтер команди айккинче юлмарӗ. Пирӗн пулӑшу конкретлӑ ӗҫ, пулӑшу тата хӳтӗлев пулса тӑтӑр тесе эпир пӗрле нумай кун хӗрӳ ӗҫ турăмăр.
2022 ҫулта эпир Уфа хулинчи «Хамӑрăннисене валли çӗлетпӗр тата ҫыхатпӑр-Пушкӑртстан» республикӑри волонтерсен командин ретне хутшӑнтӑмӑр, боецсем ыйтнипе малти линири салтаксем валли ҫӑм нуски тирпейлессипе ҫыхас, ӳт-пӳ сиплев пиҫиххийӗсем ҫӗлессипе, тӗрлӗ конфигурациллӗ противопролежневăй минтерсем ҫӗлессипе, кӗлеткен ампутациленĕ пайӗсене ура тупанӗсӗр нуски ҫыхассипе, Сухоречка ял Совечӗн гуманитари пулӑшӑвне пухассипе пирӗн ӗҫ пуҫланчӗ. Пирӗн ретсене ытти ялсенчен те, сӑмахран, Ситек ялӗнчен, Наталия Клишина та кӗчӗ. Наталия килте япаласем ҫӗлесе пире малалла ӑсатма парса ярать. Эпир Уфана ӑсатмалли ҫулсем тупаттӑмӑр. Уфаран вара минтерсене тултарма, боецсене каскă айне тăхăнма шапка ҫӗлеме флис пусма тата минтерсем тултарма синтепон илсе килнӗ. Пирӗншӗн ют боецсем пулман, вӗсем пурте пирӗн Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем. Пирӗн ҫӗвӗҫ Гульчира Хисамовна Ямалеева хӗрӗ патне Кăркан ялне кайнӑ чухне ялти кӳршӗсене чей ӗҫме пуҫтарнă, эпир илсе пынӑ ӗҫ ҫинчен каласа панă, аманнӑ боецсем валли противопролежневăй минтерсем ҫӗленине те. Тӑваткал, ҫавра тата шӑмӑ формилле минтерӗсен тӗррисемпе паллаштарнă та тĕсĕсене панă.
Эпĕ районта ҫакӑн пек ĕçсем пуçарса ятăм : госпитальти боецсем валли трусси ҫӗлесси, ура кӗллисӗр чӑлха ҫыхасси (аманнисем валли ампутациленӗ кӗлетке пайӗсем ҫине), боецсем валли подшлемник ҫыхасси. Ҫакӑн валли Ватсаппра «Вяжем и швем для солдат» ушкӑн йӗркелерĕм, унӑн админӗ эпӗ, «Единое сердце» команда ертӳҫи. Ушкӑна кӗнӗ ал ӗҫ ӑстисене пурне те япала ҫӗлекен тӗрӗсем, ҫыхмалли тӗрӗ схемисем ярса патăмăр. Районта ӗҫ вӗреме тытăнчĕ. Хӗрарӑмсем маскировка сеткисем ҫеҫ ҫыхман, боецсем валли ҫавӑн пек кирлӗ япаласем ҫӗленӗ, ҫыхнӑ. Ара, сеткă явма пурте хутшӑнаймаҫҫӗ-ҫке.
Кӗмӗл волонтерсем пулӑшма кӑмӑл туни патриотизмпа кӑна мар, пӗтӗмӗшле ӗҫе хӑйсен тӳпине хывма чунтан тӑрӑшнипе те ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть пирӗн командӑна Каминке ялӗнче пурӑнакансем госпиталь валли трусси ҫӗлеме пуҫлама ыйтрĕç, хĕрсене выкройкăсем ярса патăмăр. Асамҫӑ алӗҫ ăсти Ирина Аглеева Каминкери хӗрарĕмсене касма-ҫӗлеме пулӑшни питӗ кӑмӑллӑ пулчĕ. Мухтанса калама пултаратӑп: пирӗн команда районта чи малтан чӗрӗ юлмалли сулӑ ҫыхас ӗҫе пуҫларӗ, халӗ пӗтӗм район боецсене фронта ҫавӑн пек кирлӗ сулӑсем ярать.
2025 ҫул ӗҫпе кӑна мар, тӗлпулусемпе те пуян пулчĕ. Шӑпах «этем капиталӗ» пирӗн тӗп ҫитӗнӳ пулса тӑчӗ. Волонтерлӑх вӑл - пӗр шухӑшлисемпе, хӑйсен ӗҫӗн ӑстисемпе тата ахаль сÿрĕк мар ҫынсемпе паллашма тӗлӗнмелле май. Чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри Пелепей хулинчи волонтерсен ушкӑнӗпе паллашни пулчӗ — команда ертӳҫи Миннур Файзрахмановна Халикова, пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекен боецӑн амӑшӗ. Миннур Файзрахмановна Пелепей хулинчи амӑшӗсен Совечӗн председателӗ шутланать. Команда пирӗн пата Сухоречкӑна пирĕнпе паллашма, ӗҫ опычӗпе паллаштарма килчӗ. Пелепей хулинчи ҫӗвӗ машинисен мастерӗпе Нурлан Хузияхметовпа та паллашрӑмӑр. Унӑн визичӗпе професси канашӗсем пирӗн ҫӗвӗ мастерскойӗшӗн чӑн-чӑн парне пулса тӑчӗҫ! Вӑл пулӑшнипе пирӗн оборудовани сехет пек ӗҫлет, апла пулсан ӗҫ те хӑвӑртрах тăвăнать. Нурлан пирӗн машинӑсене юсарӗ, ӗҫшӗн пӗр пус та илмерӗ. Халӗ мастер пирӗнпе ҫыхӑнура, ялан ҫӗвӗ машинисен ӗҫӗпе кӑсӑкланать.
Боецсенчен ыйтни пулсан, ӑна кирек мӗнле хакпа та ӗҫлесе пӗтермелле. Ку та чӑн-чӑн волонтерсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Вӗсем хӑйсене питӗ кирлӗ сведенисене тупиччен мессенджерсене, волонтерсен ушкӑнӗсене, чатсене «тӗпчӗҫ». Пирӗн волонтерсен командине Мияки районӗнчи Большие Каркалин «От сердца к сердцу» волонтерсен командин ертӳҫи Гульназ Шакуровна Зарипова антидрон сеткисем пирки ыйтупа тухрӗ. Хӗрачасем пирӗн командӑна тахҫанах сӑнанӑ иккен. Эпир вӗсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пӗтӗмпех сӳтсе яврӑмӑр. Ӑсталӑх класӗн тӗплӗ ÿкернĕ видео ҫыртартăмăр. Эпир районсемпе туслӑ пулма шут тытрӑмӑр.
Калас килет, эпир пиртен ăсталăх класĕсене илнӗ волонтерсемпе те ҫыхӑнура юлатпӑр. Ҫак тӗлпулусем вӑхӑтӗнче ҫуралакан кашни утӑма, кашни шухӑша хаклатпӑр. Пӗрле эпир ӑна кирлисемшӗн тата ытларах тума пултарӑпӑр. Тавтапуҫ пурне те парӑнса ӗҫленӗшӗн, тӳпе хывнӑшӑн!
Ҫан-ҫурӑм пиҫиххийӗсене ҫӗлеме ӑсталӑх класӗсем, тирпейлӗх тата ӑшӑ шухӑш ыйтакан тӑрӑшуллӑ ӗҫ вӑл. Пирӗн районта пулӑшакан ҫынсене, боецсем валли ҫан-ҫурӑм пиҫиххийӗсем ҫӗлекен ăсталăх-класĕ илме кӑмӑл ҫуралнисене, вĕсенчен Пишпӳлек ялӗнчи Флюра Резванована тата Каçкăн ялӗнчи Альмира Хабирована мӑшӑрӗпе питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Ирекпе Альмира Хабировсен ҫемйи пирӗн патра пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ хăнара пулнă. Хабировсен ҫемйин аллисемпе ӑсталанӑ пирвайхи ҫан-ҫурӑм пиҫиххийӗсем СВО зонинчи боецсем патне кайни те питӗ кӑмӑллӑ.
Вӗренме нихӑҫан та кая мар, ҫитменнине тата волонтерсен аллисемпе ӑсталанӑ япаласем малти линири салтаксенчен питӗ пысӑк ыйтупа усӑ кураҫҫӗ пулсан. Ҫапла, эпир те Наталия Клишинӑран антидрон сереписене ҫыхассипе онлайн-ăсталăх класне илтӗмӗр. Антидрон сереписене хатӗрлессинче тӗрӗслӗх кӑна мар, командӑн йӗркелӗхӗ те пӗлтерӗшлӗ. Эпир вӗрентĕмĕр, ҫӗнӗ çыхмалли технологисене алла илтĕмĕр, оборонӑна хывнӑ тӳпе чӑн та тухӑҫлӑ пултӑр тесе пур ӗҫе те турăмăр. Пирӗн команда та ҫак сетьсене 3468 тăваткал метр витӗмпе ҫыхӑнтарнӑ ӗнтӗ, тӳрех тӳрлетесшӗн, кунти 151 тăваткал метрĕ, Красногоркăра пурӑнакан ҫемье Сергейпе Зинаида Миловановсем хатӗр сеткă илсе килсе пани.
Районта пархатарлӑ тӗллев — пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксене пулӑшассишӗн вӑй-хал пӗрлешет. Пирӗн волонтерсен команди районти «Все для Победы Бижбуляк» командӑпа тата «Изгелек» командӑри хӗрарăмсемпе малти линири пирӗн боецсене пулӑшас тесе хастар вӑй хурать.
Пирӗн волонтерсен командинче хастарсем кӑна мар, боецсен амӑшӗсем те вӑй хураҫҫӗ. Вĕсенчен Зухра Тухбагалиевна Бабынцева, ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑм пирӗн командӑна хастар пулӑшать, хӑй ҫухатнине пӑхмасӑр, ӗненмелле мар вӑй-халпа ырӑ кӑмӑллӑх кӑтартма пӑрахмасть. Ывӑлне вӑрҫӑра ҫухатнӑ амӑшӗн чӗри ҫар ҫыннисене пурне те пулӑшма уҫӑ. Унӑн историйӗ чуна хавхалантарать, чуна пырса тиветех. Вӑл Китайран пир-авӑр ҫырӑнса илет те кирлӗ материалсем туянма хӑйӗн укҫине хывать, эпир «Невидимка» костюмсемпе антитепловизиллĕ утиялсем ҫӗлеме малалла кайма пултарма. Унӑн кашни ӗҫӗ тӑрӑшулӑхпа кӑна мар, тӑван ҫӗршывшӑн вӑй-халне панӑ ывӑлӗн аса илӗвӗпе те тулнӑ. Ҫавӑн пекех «Буран» позывнойлӑ боецӑн ашшӗ-амӑшӗ Ильгизпа Ольга Бурангуловсем чӗре чӗннипе гуманитари тиевӗпе СВО зонине ывӑлӗ патне кайнӑ май тата темиҫе ҫул-йӗре çитсе курнă. Кун пек анне пулӑшӑвӗ хаксӑр шутланать. Вӑл салтаксене чи кирлĕ япаласемпе тивӗҫтерме пулӑшать кӑна мар, пире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума та хавхалантарать.
Эпир ӑнланатпӑр: ярса панӑ кашни посылка япала пуххи кӑна мар, кашни боец чӗрине ҫитекен юратупа тӑрӑшулӑх пайӗ.
Пирӗн ялта волонтерсем ҫар ҫыннисене пулӑшас ӗҫе хастар хутшӑнаҫҫӗ, пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекенсен пӗлтерӗшлӗ нушине асӑрхамасӑр хӑвармаҫҫӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе «Все для Победы Бижбуляк» район командипе (ертӳҫи Алевтина Герасимовна Васильева) СВО зонине гуманитари пулӑшӑвӗпе вуннă ытла ҫул ҫӳрев йӗркеленӗ. Альберт Галиевпа Артур Зиннатуллин волонтерсем (Сухоречка ялĕнчен тухнăскерсем), вӗсен ырми-канми ӗҫӗпе килӗштерсе ӗҫленине пула эпир апат-ҫимӗҫ, тумтир, медицина хатӗрӗсем тата ытти пӗлтерӗшлӗ ресурссем илсе ҫитерме пултартӑмӑр. Кашни ҫул ҫӳрев - гуманитари пулӑшӑвне парасси кӑна мар, салтаксен кӑмӑл-сипетне тытса пыма, вӗсене хамӑр тав тунине, пӗр шухӑшлӑ пулнине пӗлтерме май пурри. Ҫул ҫӳревре ачасем боецсемпе хутшӑнаççĕ, вӗсен кирлӗлӗхӗсене пӗлеççĕ, кама пулăшу кирли ҫинчен информаци параççĕ.
Ҫакӑн пек ӗҫ калама ҫук пысӑк вӑй-халлă, пӗтӗм ял пӗр шухӑшлӑ пулнине палӑртмалла. Кашни тӳпе, укҫа-тенкӗ уйӑрасси, япаласем пухасси е ҫул ҫӳреве хутшӑнасси, пире вӑйлӑрах та ҫывӑхрах тӑвать-тӑван ҫӗршывӑмӑра хӳтӗлес ӗҫре тӑракансене пулӑшасси. Юлашкинчен ҫакна палӑртса хӑварас килет: пирӗн ялта волонтер ӗҫӗ-хӗлӗ пулӑшу кӑна мар, вӑл пирӗн ҫӗршыва хӳтӗлекенсемшӗн пӗрлӗх тата тӑрӑшулӑх кӑтартни. Укҫа-тенкӗ хывнипе тата Сухоречка ялӗнче пурӑнакансемпе унтан тухнисем хастар хутшӑннипе эпир хамӑр боецсене пулӑшас тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывма пултартӑмӑр. Эсир панӑ кашни тенкӗпе кашни япала малти ретре тӑракансене шанăçпа ăшă кулӑ парнелет. Сирӗн ырӑ кӑмӑлӑршӑн, уҫӑ чĕрешĕн тата хастарлӑхӑршӑн пӗтӗм ял халӑхне чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Сирӗн пулӑшӑвӑр пирӗн ҫитӗнӳсен никӗсӗ пулса тӑрать, пӗрле эпир питĕ пысӑк ӗҫ тӑватпӑр. Эпир тӑрӑшни ҫӗршывӑмӑра тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх илсе килтӗр, пӗрле вара кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарӑпӑр. Тавтапуҫ пурне те сире!
Галина ГАБДРАХМАНОВА,
Сухоречка ялӗнчи «Единое сердце» волонтерсен командин ертӳҫи.
Сӑнӳкерчӗкĕсем: Галина Габдрахманован архивĕнчен.

 

«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
«Единое сердце»: пулӑшу, ӑсталӑх тата этем ӑшшин çулталӑкӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас