Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
30 Декабрӗн 2025, 11:12

Мисси пурнӑҫланнӑ!

Пишпӳлек районӗнчи волонтерсем пухнӑ гумконвоя СВО зонине илсе ҫитернӗ.

Мисси пурнӑҫланнӑ!
Мисси пурнӑҫланнӑ!

Пишпӳлек районӗнчи волонтерсем пухнӑ гумконвоя СВО зонине илсе ҫитернӗ. Александр Семенов каласа парать:

- Пишпӳлек районӗнчи гуманитари конвойӗ 6000 ҫухрӑма яхӑн иртсе пирӗн боецсене СВО зонине тиев илсе ҫитерчĕ.
Ултă кун хушшинче пирӗн бригада темиҫе ҫул-йӗр урлӑ каҫрӗ: Луганск, Новый Айдар, Дебальцево, Донецк, Макеевка, Мелитополь, Днепрорудное, Красный Луч. Боецсем строительство материалӗсем, генераторсем, машина, машинӑсен запас пайĕсем илчĕç тата Çӗнӗ ҫул посылкисемпе ача-пӑча ҫырӑвӗсене панӑ самантсем уйрӑмах чуна пырса тиврĕç. Ку пулӑшу панинчен те ытларах. Ку - килпе ҫыхӑну.
Кирлӗ япаласене хирти госпитале питӗ нумай илсе ҫитертĕмĕр.
Ҫар ҫыннисен ятĕнчен районта пурӑнакансене пурне те пулӑшнӑшӑн, тимлӗхшӗн чун-чӗререн тав.
Пулӑшакансене пурне те пысӑк тав: волонтерсене, предпринимательсене, районти кашни ҫынна. Сирӗн пулӑшу вӑл - калама ҫук пысӑк вӑй.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

Мисси пурнӑҫланнӑ!
Мисси пурнӑҫланнӑ!
Мисси пурнӑҫланнӑ!
Мисси пурнӑҫланнӑ!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас