Пишпӳлекри Резеда Файзуханова волонтер ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче тӑнӑ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе районта волонтерсен ӗҫӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ҫак сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнакансем йышлансах пыраҫҫӗ. Кашни кун тенӗ пекех доброволецсем малти линире хӑйсен пысӑках мар, анчах салтаксемшӗн кирлӗ паттӑрлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Паян сӑмах районти волонтерсен ӗҫӗн пуҫламӑшӗнче тӑнă Резеда Файзуханова пирки пырӗ.
— Эпӗ Алевтина Герасимовна Пишпӳлекре йӗркеленӗ «Плетем масксети» ушкӑна хутшӑнтӑм. Мана унӑн ертӳҫи пулма сӗнчĕç, анчах эпӗ килӗшмерӗм, мӗншӗн тесен преподавателӗн ӗҫӗ ҫав тери нумай, мӗн пултарнӑ таран пулӑшӑп терĕм, — тет Резеда Равиловна. — Чи малтан эпир вырӑн шырама тытӑнтӑмӑр. Эпӗ хамӑн Радмир упӑшкаран пулăшу ыйтрăм, вӑл райветстанци ҫуртӗнче виҫӗ блоклă пӳлӗм пачӗ. Масксеть ҫыхмалли пӗрремӗш каркаса вӗсен ӗҫченӗсем туса пачĕç. Каркас валли материал Загит Авзалов предприниматель уйӑрчĕ. Эпир хӗрачасемпе маскировка сеткисене ҫыхма вӗренес тесе Приютовӑна кайрăмăр, анчах унта темле мероприяти пыратчĕ, пире кӗртмерӗҫ. Таврӑнсан килте лентӑсем хатӗрлерӗмĕр те тӑваттӑн — Оксана Сидорова, Зумайра Файзуллина, Марина Сафронова тата эпӗ — ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр. Пӗрремӗш сетка тӑватӑ кун яврăмăр, нумай хутчен йӑнӑшса, сӳтетпĕр те каллех ҫӗнӗрен яватпăр. Пӗрремӗш сетка вӗҫленӗ хыҫҫӑн ялсенчен хӗрарӑмсем килме пуҫларӗҫ, вӗсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттертӗмӗр.
Ҫав вӑхӑтра район центрӗнче сеткăсем ҫыхмалли темиҫе пункт уçалчĕ. Ҫак ырӑ ӗҫе пур ӳсӗмри волонтерсем те хутшӑнчĕç, вӗсем хӑйсем кӳршисемпе пӗлӗшӗсене чӗнчĕç.
— Ҫур ҫултан эпир пысӑкрах пӳлӗме — Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулти шкул мастерскойне куҫрӑмӑр. Унтанпа майӗпен районти ытти ялсенче масксетьсем ҫыхма тытӑнчӗҫ. Тӑван Набережный ялĕнче пурӑнакансем те ӗҫлеме кӑмӑл турĕç, Рим Гадельшин пулӑшнипе клубра станок вырнаҫтарчĕç. Вара эпĕ ял-йыш валли ӑсталӑх класӗ ирттертӗм. Кăркан ялӗнчи волонтерсемпе тата ыттисемпе тӗл пулсан эпир вӗсене те масксетки явмалли енсене вӗрентрӗмӗр.
Икӗ уйӑх сеткă ҫыхнӑ хыҫҫӑн пирӗн ушкӑн «кикимора» костюмĕ хатӗрлеме шут тытрĕ. Вӗсене ҫыхма вӗренес тесе хӗрсемпе Туймазӑна ҫитрĕмĕр. Эпир те ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр — вӑл вара сеткă явнинчен чылай кӑткӑсрах пулчĕ. Районӗпе 100 яхӑн «кикимора» костюм ӑсталанӑ пулсан пирӗн шута 30-шĕ тивет. Унсӑр пуҫне пирӗн вӗренекенсем «хамӑрӑн-ют» ҫыхӑсем ҫӗлеҫҫӗ, нашлемниксем ҫӗлеҫҫӗ, пӗтӗм коллективпа килти салма хатӗрлетпӗр, посылкӑсем пуҫтаратпӑр. Окоп ҫуртине хатӗрлессине те йӗркене кӗртнӗ: банкӑсене пӗрле пухатпӑр, парафин туянатпӑр, ӑвӑспа вырӑнти хурт-хӑмӑр ӗрчетекенсем тивӗҫтереҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, ӗҫ пӗр кун та чарӑнмасть, — каласа парать волонтер.
Биологи вӗрентекен Резеда Равиловнӑна пушӑ сехетсенче мастерскойра курма пулать. Кунта маскировка сеткине ҫыхмалли станок вырнаҫтарнӑ, сӗтел ҫинче каснӑ хӑю куписем выртаҫҫӗ, шӑнкӑравсем хушшинче кунта вӗренекенсем кӗреҫҫӗ. Преподаватель сӑнанӑ май ӗҫ пурнăçланса пырать. Кашни ячейкӑна ача-пӑча аллисемпе ырӑлӑхпа юрату ҫыхать, ҫавӑнпа та кун пек хӳтлӗх кирек мӗнле броньран та шанчӑклӑрах. Ачасем ӗҫе яваплӑ пӑхаҫҫӗ, Ҫӗнтерӳ ӗҫне хӑйсен вӑй ҫитнӗ таран тӳпе хывнине лайӑх ӑнланаҫҫӗ.
— Шкул ачисенчен яланах аслӑ классем станок умĕнче ӗҫлеҫҫӗ, халӗ 5-6-мӗш классене те явӑҫтаратпӑр. Технологи, ОБЖ урокӗсенче ачасем час-часах станок умне тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн спортзалта чӑрӑш лартнӑ, ҫавӑнпа шкул ачисем хальлӗхе физкультурӑпа туслашаймаҫҫӗ, пирӗнпе ĕçлеççĕ. Калас пулать, пирӗн шкулта патриотла воспитание пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Музейра тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем ҫинчен информаци пухнӑ. Шкултан вӗренсе тухнисем нумайӑшӗ халӗ СВО зонинче, ку пирӗн 100 яхӑн вӗренекен. Кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килсен тӑван шкула кӗрсе тухаҫҫех, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене пулӑшнӑшӑн тав тӑваҫҫӗ, ҫар тивӗҫӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ.
Резеда Равиловна Файзуханова — биологи учителӗ, унӑн педагогика стажӗ 36 ҫулпа танлашать. «РФ вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Вӑл тата ырӑ кӑмӑллӑ та тӑрӑшуллӑ анне. Мӑшӑрӗпе Радмир Мухитовичпа икӗ ывӑл ҫитӗнтернӗ. Рамильпе Альмир Уфари нефть университетне пӗтерсе Уфара тӗпленнӗ.
— Эпӗ нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Пӗртӑвансем хӑйсен гражданла тивӗҫне пурнӑҫланӑ, салтакра хӗсметре тӑнӑ. Раян Башаров пичче Афганистан çулĕсемпе иртнӗ, унăн наградӑсем нумай. Ризат Сӑртлӑ Карабахра хӗсметре тӑнӑ, унта та вӑл вӑхӑтра ҫар лару-тӑрӑвӗ пулнӑ. Халӗ манӑн вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнаҫҫӗ, — шухӑш-кӑмӑлне пӗлтерчӗ Резеда Равиловна. — Фронтри каччӑсене пулӑшас тесе эпир пӗтӗм коллективпа пӗрлехи ӗҫе хамӑр тӳпе хыватпӑр. Лайӑх, сÿрек мар кăмăллă ҫынсем пирӗн районта нумай пулни савӑнтарать. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче тӑракан боецсене ҫырусемпе посылкӑсем, ырӑ сунса открыткӑсем хатӗрлерĕмĕр, мӗншӗн тесен ҫӗршер пин мобилизациленисем, кадр ҫар ҫыннисем, доброволецсем ҫӗнӗ ҫула ҫар постӗсенче кӗтсе илчӗҫ.
Ляйля ГУМЕРОВА.
Сăнӳкерчӗкӗ: Ляйля Гумерова.