Калинин ял Советӗнчи ҫӗнтерӳ волонтерӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене ҫырусем ҫырнӑ.
Кашни сӑмах, кашни йӗрке чун-чӗререн тухакан туйӑмсемпе, пулӑшупа тата ӑшӑпа тулнӑ. Ачасем хӑйсен тăнăçлăха ӗненнине пӗлтереҫҫӗ, боецсем часрах киле таврӑнасса шанаҫҫӗ, тав тӑваҫҫӗ.
Ҫак ҫырусем - пӗчӗк маяксем, вӗсем пирӗн хӳтӗлевҫӗсене чи тӗттӗм самантра та ҫутӑ шанăç парнелеҫҫӗ. Вӗсем пире пурне те этем пулӑшӑвӗпе пӗрлӗхӗн пӗлтерӗшне, пӗчӗк ырӑ ӗҫсем тавралӑха улӑштарма пултарнине аса илтереҫҫӗ.
Эпир хамӑр хастарсемпе вӗренекенсемпе, вӗсен ырӑ чӗрипе тата ӑнланӑвӗпе мӑнаҫланатпӑр. Вӗсен ҫырӑвӗсем пире тата хӑйсен пурнӑҫне пирӗн хӑрушсӑрлӑха халалланӑ ҫынсене ҫыхӑнтаракан ӑрусен хушшинчи кӗпер пулса тӑтӑр.
#Бижбулякскийрайон
#СвоихНеБросаем
#МыВместе
#ПисьмоПобеды
#НашимГероям
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор»центрăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916?from=groups