Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!

Йăлпăлак ялӗнчи «Малалла» волонтерсен юхӑмӗ пирӗн боецсене хастар пулӑшать.

Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!

Йăлпăлак ялӗнчи «Малалла» волонтерсен юхӑмӗ пирӗн боецсене хастар пулӑшать.
Ял хӗрарӑмӗсем 256 порци типĕ яшка валли салма тураса типĕтнĕ. Волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫи Галина Васильевна Горбунова, 276 порци борщ валли пахча ҫимӗҫ типӗтнӗ. Типĕ яшка хатӗрӗсене вакуумлӑ хутаçсем çине порцисемпе уйăрса тирпейленĕ. Валентина Васильевна Данилова салтаксем валли 25 килограмм сухари типӗтнӗ. Волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫи ертсе пынипе ял çыннисем 236 блиндаж ҫурти тунă, ун валли ӑвӑс ялти хурт-хӑмӑр тытакансем панӑ, парафин туянма вара укҫа-тенке ял халӑхӗ пухнӑ.
Ялти ҫӗнелнӗ клубра ҫӗнӗ вӑйпа маскировка сеткисем ҫыхмалли пункт ӗҫлеме тытăннă. Волонтерсем клубра та, ушкӑн ертӳҫин килӗнче те сеткăсем çыхаççĕ. Райхона Рахмоновна Рузиматова тата унӑн ҫемйи пулӑшнипе ҫак кунсенче малти линие ӑсатнӑ 32 штук наҫилкка ҫӗленӗ тата малалла çĕлеççĕ. Ӗҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Алексей Витальевич Васильев ял старости, Галина Васильевна Горбунова «Малалла» волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫи тата СВОна хутшӑнакансен нумайĕн вӗрентекенӗ - Тамара Васильевна Федорова СВОна хутшӑнакансен ҫемйисене Çӗнӗ ҫул ячĕпе тутлӑ парнесем хатӗрлесе валеçнĕ.
Волонтерсен юхӑмӗн ертӳҫин Галина Васильевнан ҫак ырӑ ӗҫе пӗтӗм ҫемйи - мӑшӑрӗ, хӗрӗ тата тӑван йăмăкĕсем - явӑҫнӑ.
Пӗтӗм ял халӑхне тата пӗрлехи ҫӗнтерӳ валли яланах хӑй тӳпине хывакансене тавтапуҫ!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ял Совечĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sp_bizh?from=groups

 

Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Йăлпăлакра ĕҫ кашни кун вӗресе тӑрать!
Автор: Марина Иванова
Читайте нас