Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ

Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» маскировка сеткисем çыхаççĕ.

Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ
Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ

Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан ҫӗршыври пин-пин доброволецсем боецсене мĕнле пултараççĕ, çавăн пек пулăшаççĕ. Кам-тӑр гуманитари пулӑшӑвӗ пухать, кам-тӑр маскировка тума кирлӗ сеткă ҫыхас ӑсталӑха алла илнӗ. Ҫак пуҫарусем пирӗн салтаксене пулӑшас тӗлӗшпе халӑх хутшӑннин пысӑк шайне кӑтартаҫҫӗ. Ҫак анлӑ ӗҫре Пишпӳлек ялӗнчи «культура волонтерӗсен» тӳпи те пур. «Пирӗн сеткăсем - пирӗн боецсене дронсен пурне те куракан куҫӗнчен пытарса тӑракан щит. Арпаштарать вӗсене хӑйӗн ҫирӗп никӗсӗнче. Анчах чи кирли - вӑл пирӗн хӳтӗлевҫӗсен пурнӑҫне упрать». Волонтерсен активӗн членӗсем хӑйсен ӗҫне çапла хаклаҫҫӗ, вӗсен шутне И. Хисматова, С.Колпакова, Э. Мингазова, Р. Андреева, М. Хакимова, М. Яковлева, Н. Саватнеева, А. Гимазетдинова, Т. Тихонова, О. Назарова кӗреҫҫӗ. Уйрӑммӑн «Надежный тыл» штабран пир-авӑр тата пулас сеткă валли никӗс илсе килекен автоволонтера В.Семенова палӑртас килет, кайран вăл хатӗр изделие леҫет. Ҫак сеткăсем умĕнче станоксем мар, ҫын аллисем тӑраҫҫӗ. Ӑшӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, тертлӗ, анчах парӑнман. «Хӗрарӑмсем сеткăсемпе хӑйсен харпӑр хӑй, ӗҫрен пушӑ вӑхӑтра аппаланаҫҫӗ, ывӑннипе, ӗҫпе тивӗҫтернипе нихӑҫан та ӳпкелешмеҫҫӗ», - тет «культура волонтерӗсен» штаб ертӳҫи Галина Ахметова. Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ, сӳрӗк мар кăмăллă ҫынсене чун ӑшшишӗн, пурнӑҫри хастар позицишӗн, пирӗн ҫар ҫыннисен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерме пулӑшнӑшӑн питӗ пысӑк тав сӑмахӗ калас килет. Мир сирӗн аллӑрсен ӑшшипе ӑшӑнать кӑна мар, кӑштах вӗсемпе тупăнать те.

#волонтёрыкультуры

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/biblbib

 

 

Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ
Пишпӳлекри «культура волонтерӗсем» çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас