Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн «Сельчанка» кӑмӑллакансен пӗрлешӗвӗ каллех СВОна хутшăнакан боецсем валли маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫе пуҫланă. Маскировка сеткисем ҫар техникине пытарма кӑна мар, пирӗн салтаксен пурнӑҫне сыхласа хӑварма та пулӑшаççĕ. Фронтра сеткăсем сывлӑш пек кирлӗ, вӗсем ҫурӑлаҫҫӗ, кивелеҫҫӗ, ҫунаҫҫӗ. Ҫыхасси тӑрӑшуллӑ ĕç, унӑн кашни ячейкине алӑпа ырӑлӑх, юрату ҫыхаççĕ, ҫавӑнпа та кун пек хӳтлӗх кирек мӗнле броньран та шанчӑклӑрах. Ӑста ӑстасен аллисен ҫаврӑнӑҫулӑхне ӑмсанма кӑна пулать ӗнтӗ. Салтаксене пулӑшса эпир Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр.
Маскировка сеткисем ҫыхакан хӗрарӑмсене виҫесӗр тав тӑватпӑр.
#СВОиYкультуре
#РЦНТРБ
#Бижбулякскийрайон
#Кистенли-Ивановский СК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕпуçĕнчи ял клубĕн социаллă сетьри страницинчен.