Пишпӳлек районӗн ҫыннисем тата волонтерсен ушкӑнӗсем Белгород тӑрӑхӗнчи боецсене тата Белгородри мирлӗ ҫынсене гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ.
Çынсем уйӑх тӑршшӗпе М. Шаймуратов ячĕллĕ волонтерсен штабне апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ: чей, сахӑр, пулӑ консерви, кӗрпе, макарон, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, кондитер изделийӗсем, ҫӑратнӑ сӗт, тулӑ ҫӑнӑхӗ тата ытти те.
Пишпÿлекри М. Шаймуратов ячĕллĕ волонтерсен штабĕн, МГЕР хастарӗсем, «Халӑх фрончӗн» ҫамрӑкӗсем апат-ҫимӗҫ пуххисене курупкасене уйрăмшар комплектласа ӑсатма хатĕрленĕ.
Январĕн 22-мӗшӗнче гуманитари пулӑшӑвӗ Уфари пӗрлехи пулӑшу пухмалли пункта ҫул тытнӑ.
Пурне те пысӑк тав, сӳрӗк мар кăмăллă пулнăшăн, тӑрӑшулӑхшӑн тата ырă чĕрешĕн.
Сире пурне те пуҫ тайатпăр. Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗр пурсӑмӑра та пӗр-пӗринпе тата ҫывӑхрах пулма, вӑйлӑрах пулма, ҫывӑх ҫыннӑрсене пулӑшма, тӑван ҫӗршывшӑн тӑрӑшма хавхалантартӑр.
#ВолонтерыШаймуратова
#МГЕР #МГЕР102
#МолодаяГвардия
#МолодаяГвардияРБ
#БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916