Раҫҫей Геройӗн Ильдар Суфияровӑн тӑлӑх арӑмӗ Айгуль Марсовна тата геройӑн ывӑлӗ Руслан Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн республика парламентне янӑ Ҫырӑвне вуланӑ май хӑйсем валли палӑртнӑ самантсем пирки каласа кӑтартнӑ.
- Радий Хабиров питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене хускатрӗ, пирӗн боецсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси ҫине уйрӑмах пусӑм турӗ. Кусем чӑнах та ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсем, - тет Айгуль Марсовна. - Уйрӑмах аслă вӑрҫӑ ҫулӗсенчи пекех ашшӗсене ҫухатнӑ ачасем ҫинчен каланӑ сӑмахсем хускатрӗҫ. «Ку пирӗн ачасем, – тесе палӑртнă пуҫлӑх. – Вӗсене пулӑшма пирӗн явап тытмалла».
Пирӗн ҫемье ҫак тӑрӑшӑва республика енчен яланах туять тесе калас килет. СВОна хутшӑнакансен ҫемйисем валли нумай пулӑшу мерисем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫакӑ питӗ сисӗнет. Уйрӑм тав! Боецсем хӑйсен ҫемйисене асра тытнине, тӑванӗсене пулӑшнине пӗлсен вӗсем службӑна тимлеме пултараҫҫӗ, - шутлать Айгуль Марсовна.
Аса илтеретпӗр, унӑн упӑшки – Ильдар Суфияров – ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттерекен зонӑра пуҫне хунӑ, вӗҫне ҫитичченех ҫар тивӗҫне шанчӑклӑ юлнӑ. Офицер «Башкортостан» мотострелок полкӗн Даян Мурзин ячӗллӗ батальонӑн взвочӗн командирӗ пулнӑ. 2024 ҫулхи ака уйӑхӗнче Ильдар Суфияров стрелоксен ҫапӑҫӑвне ертсе пынӑ. Тӑшман салтакӗсем хупӑрласа илнӗскер хӑйне те, тӑшмансене те гранатӑпа сирпӗтнӗ. 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫӗршыв президенчӗн указӗпе боеца вилнӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ.
- Радий Фаритович ҫак ҫӑмӑл мар тапхӑрта питӗ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсене палӑртрӗ, вӗсенчен чи асли – фронта пулӑшас ӗҫре пирӗн пӗрлӗх, – тет паттӑр ывӑлӗ – Руслан Ильдарович. - Республика оборудованипе тата обмундированипе самай пулӑшнине палӑртрӗ ман атте. Слаживанинчи боецсене мӗн кирлипе туллин тивӗҫтереççĕ. Регион подразделенийӗсене ҫӳллӗ шайра комплектланӑ - ку чӑн-чӑн тата сисӗмлӗ пулӑшу.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-02-01/semya-geroya-rossii-o-glavnom-v-poslanii-glavy-bashkirii-4559163