Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
5 Нарӑсӑн , 12:12

Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ

Кистенлӗри Культура çурчĕн «Ветеран» пӗрлешӗвне хутшӑнакансем тата «За Родину» волонтерсен ушкӑнӗ тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ.

Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ


Январӗн 30-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Республикӑри Патшалӑх Пухӑвӗпе Курултая ҫулсерен яракан Ҫырупа тухнӑ. Регион ертӳҫи Пушкӑртстан парламентарийӗсемпе управлени командин 2026 ҫулхи тӗллевӗсене тата вӑтам сроклӑ малашлӑха палӑртнӑ.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн Республика Патшалӑх Пухӑвне янӑ Ҫырӑвӗн тӗп шухӑшӗ «Пурте Ҫӗнтерӳ валли!». Ятарлӑ ҫар операцине, малти линири салтаксене пулӑшассине Радий Хабиров чи пӗлтерӗшлӗ тӗллев тесе палӑртнӑ.
Кистенлӗри Культура çурчĕн «Ветеран» пӗрлешӗвне хутшӑнакансем тата «За Родину» волонтерсен ушкӑнӗ тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ. Акӑ, ҫак кунсенче подсумкӑсем, маскировка костюмӗсем ҫӗлессипе ӗҫ вӗресе тӑнӑ, ӑшӑ ҫӑм нуски ҫыхнӑ, килти салма хатӗрленӗ, «Ырӑлӑх курупки» гуманитари пулӑшӑвне пухнӑ. «Пурте Ҫӗнтерӳ валли!» акци ирттернĕ.

#СВОиVкультуре#РЦНТРРБ
#Кистенли_Богдановский_СДК
#Башкирское_долголетие

Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлӗри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club203777291

 

 

Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Кистенлӗсем Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн хастар ӗҫлеҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас