Пишпӳлек районĕ муниципаллӑ район канашӗн 14-мĕш ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 2025 ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнĕ. Отчетлӑ докладсемпе муниципаллӑ район Совечĕн председателӗ Юрий Павлов тата район администраци пуҫлӑхӗн тивĕçĕсене пурнăçлакан Артур Галеев тухса калаҫнӑ.
Пишпӳлекри Культура керменӗн фойинче ӑшӑ та туслӑ атмосфера хуҫаланнӑ. Ҫав вӑхӑтра унта темиҫе лапам ӗҫленӗ.
Площадкӑсенчен пӗрне Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем тата Пишпӳлек районӗнчи М. Шаймуратов ячĕллĕ волонтерсен штабӗ йӗркеленӗ. Вӗсем штаб ӗҫ-хӗлӗн фото-куравне, гуманитари пулӑшӑвӗ валли хатӗрленӗ япаласен пӗр пайне тата «Салтака çыру» акци хатӗрленӗ.
Мероприятие республика правительствин вице-премьерӗ, ПР спорт министрӗ Руслан Хабибов тата Республикӑри Патшалӑх Пухӑвӗн депутачӗ Рамиль Бадамшин хутшӑннă.
#ОтчетнаяСессия
#БижбулякскийРайон
#ВолонтерыШаймуратова
#ВолонтерыПобеды
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916