Лайӑх ӗҫсемпе чапа тухма ҫук теҫҫӗ. Акӑ ыттисене пулӑшма хӑнӑхнӑ ҫынсем чапа тухма тӑрӑшмаҫҫӗ те. Кистенлӗри волонтерӗсем фанфарсемшӗн, наградӑсемшӗн, пиаршӑн тата тав сӑмахӗсемшӗн мар – чун чӗннипе кӑна тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсемшӗн ҫын инкекӗнчен, пӑшӑрханӑвӗнчен пӑрӑнни - совеҫе хирӗҫ кайни. Ҫак энтузиастсем хӑйсен пархатарлӑ ӗҫӗсене пӗлтерме тӑрӑшмаҫҫӗ, анчах волонтерсен ӗҫӗ ҫинчен каласа памалла – тен, такамшӑн пухнӑ историсем хавхалану пулӗҫ, доброволецсен ретне те пуянлатӗҫ. Паян, ҫӗршыв гражданӗсем хӑй ҫине ӳкнӗ тӗрӗслевсене хулпуҫҫи ҫине хурса кӗтсе илсен, ҫакӑ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшу парасси кашнин тивӗҫӗ шутланать. Кун пек чухне пӗрлехи ӗҫе кирек мӗнле тӳпе те сулмаклӑ та пӗлтерӗшлӗ.
Пирӗн вӑхӑтра пулса иртекен ӗҫе хутшӑнмасӑр юлма май ҫук. ПР Пуҫлӑхӗ Патшалăх пухӑвне - Курултая янӑ ҫырӑвӗнче каланӑ тӑрӑх: «Фронт халь пирӗн миллионшар ҫынсен чӗрисем витӗр иртет!» Ҫӗнтерӗве ҫитме кашнинех вӑй ҫитнӗ таран тӳпе хывмалла. Кашни кун. Вӑй ҫитнӗ таран. Ку - пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ: пулӑшрӑмӑр, пулӑшатпӑр, ҫӗнтериччен пулӑшӑпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club225023692