Çутă çул
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СВОрисене пулӑшатпӑр
13 Нарӑсӑн , 11:49

«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем

Февралĕн 10-мӗшӗнче вӗренекенсен, ашшӗ-амӑшӗсен тата педагогсен вӑйӗпе Пишпӳлекри 1-мӗш вăтам шкулта гуманитари пулӑшӑвне пухас енӗпе анлӑ акци ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ.

Ӑшӑпа, тӑрӑшулӑхпа тулнӑ калӑпӑшлӑ 11 коробкӑна пухса тӗллевпе ӑсатнӑ. Шалта мӗн? Чи кирли:

➡ Пирӗн хӳтӗлевҫӗсем валли.
➡ Тухтӑрсемпе госпитальсенче аманнисем валли.
➡ Ирӗке кӑларнӑ тӑрӑхри ачасем валли, вӗсене халӗ уйрӑмах пулӑшу тата савӑнӑҫ кирлӗ.
Уйрӑммӑн - ҫырусем. Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем валли кашни посылкӑна ачасем пулӑшу тата тав сӑмахӗсемпе чуна пырса тивекен ҫырусем хунă.
Кашни япалара - шкулăн пысӑк пӗрлӗхӗн чунӗн пӗр пайӗ. Ҫакна пурне те тăнăçлăх, сывлӑх тата ача-пӑча кулли ҫинчен шухӑшланӑ май пуҫтарнă, сортланă.
Шкул администрацийӗ ҫак пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ ӗҫе хутшӑннӑ кашни ҫынна чун-чӗререн тав тӑвать. Шкул вӗренекенĕсен ашшӗ-амӑшĕсене уйрӑм тавтапуç. Сирӗн ырӑ кӑмӑлӑр, яваплӑхӑр — чӑн пулӑшу.
Эпир чӑн-чӑн ҫитӗнӳ, яваплӑх тата вӑй-хал кӑтартнӑ ачасемпе вӗҫӗмсӗр мӑнаҫланатпӑр. Вӗсем ахаль вӗренмеҫҫӗ — ҫын пулма вӗренеҫҫӗ. Пулӑшассинчен айккинче юлман ҫынсем.
Юлашки тапхӑра йӗркелессине хӑй ҫине илнӗ 10-11 классенче вӗренекенсене уйрӑмах тав тӑватпăр: вĕсем посылкӑсене активлӑ сортласа, пуçтарса тата вӗсене гуманитари пулӑшӑвне йышӑнакан пункта леçессине пĕтĕмпе хăйсем çине илнĕ.
Пӗрле эпир вӑй!

#Школа1 #ПерваяШкола #ПомощьОтВсегоСердца #ГуманитарнаяПомощь #МыВместе #НашиДети #ПомощьСВО #ПисьмаСолдату #ДетиДетям #Благодарность #АктивнаяГражданскаяПозиция

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мӗш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587

«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем
«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем
«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем
«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем
«Пӗтӗм чӗререн пулӑшу» акци: пӗтӗмлетӳсем
Автор: Марина Иванова
Читайте нас