Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача садӗнчи «Непоседы» пӗрлешӳллӗ ушкӑнра вӗренекенсем 2026 ҫулхи февралĕн 24-мӗшӗнче «Все для Победы-Бижбуляк» СВОна хутшӑнакансене пулӑшу паракан волонтерсен штабне экскурсие çитсе курнă.
Шкул ҫулне ҫитмен ачасене волонтерсен ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем паттӑррӑн ҫапӑҫни ҫинчен каласа панă. Ачасем штаб волонтерӗсем мӗнле ӗҫсем тунине курнă: маскировка сеткисем ҫыхасси, противодрон костюмсемпе сеткисем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлесси тата ытти те. Вӗсене СВО зонине ӑсатма хатӗрленӗ посылкӑсене те кӑтартнă.
Ку экскурси кӑна мар, ун патне ачасем хатӗрленнĕ. Малтанах вӗсем салтаксем валли ырӑ сунса амулетсем ӑсталанӑ.
Кун пек мероприятисем, паллах, пирӗн ачасене хӑйсен ҫӗршывӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пулса ӳсме пулӑшаҫҫӗ!
#СвоихНеБросаем #БижбулякскийРайон
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210640610