+12 °С
Пӗлӗтлӗ


Районти музей ҫумӗнчи «Отрада» хӗрарӑмсен клубне хутшӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакансене пулӑшас тӗлӗшпе хӑйсен сӑпайлӑ тӳпине хываҫҫӗ. Кашни эрнере музейре пӗрле пухӑнса вӗсем усӑллӑ ӗҫпе аппаланаҫҫӗ: ӑшӑ нускисем, перчеткесем ҫыхаҫҫӗ, госпиталь валли марльӑран медицина салфеткисем касаҫҫӗ. Тӗлпулусем кашни кӗҫнерникун иртеҫҫӗ, пӗрлехи ӗҫ тавра ӑшӑлӑх, тӑрӑшулӑх тата пӗрлӗх атмосферине йӗркелеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.