#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин пилотсӑр технологисене хатӗрлеме ятарлӑ ҫар операцине (СВО) хутшăнакан ҫар çыннисене хастартарах явӑҫтарма хушнӑ. Кун пирки февралĕн 27-мӗшӗнче Кремльте пӗлтернӗ.
«Раҫҫей Федерацийӗн Правительствине <...> ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене автономи системисене хатӗрлеме, туса кӑларма, эксплуатацилеме тата пӑхса тӑма хастар явӑҫтарас енӗпе мерӑсем йышӑнмалла», — тенӗ Кремль сайтӗнче.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫавӑн пекех правительствӑна сентябрӗн 1-мӗшӗччен пилотсӑр аппаратсене сертификацилемелли техника стандарчӗсене тата йӗркене хатӗрлеме тата ҫирӗплетме хушнӑ. Унсӑр пуҫне Путин Раҫҫей пилотсӑр тытӑмӗсене тата вӗсем валли хатӗрлекен япаласене хатӗрлеме хавхалантарма хушнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Новости РИА/Кирилл Брага.