Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пӗр ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ

2023 ҫулхи февраль вӗҫӗнче «# Мы Вместе — Все для Победы!» волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ.

Пӗр ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ
Пӗр ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ

2023 ҫулхи февраль вӗҫӗнче «# Мы Вместе — Все для Победы!» волонтерсен ушкӑнне йӗркеленӗ.

- Виҫӗ ҫул хушшинче эпир туслӑ та пӗрлӗхлӗ команда пулса тӑтӑмӑр. Тата пӗр пысӑк ҫемье те пулӗ. Пире пурне те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене вӑй ҫитнӗ таран пулӑшу парас ӗҫ пӗрлештерчӗ, — тет волонтерсен ушкӑнӗн ертӳҫи Валентина Власовна Герасимова. — Эпир ӗҫсӗр пуҫне пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳретпӗр, уяв датисене, ҫуралнӑ кунсене пӗрле паллӑ тӑватпӑр. Тӳрӗ кӑмӑлпа та тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн чылайӑшӗн район администрацийӗнчен Тав ҫырӑвӗсем тата «СВОпа фронта пулӑшнӑшӑн» медальсем пур. Ҫулла эпир пурте пӗрле эмел курӑкӗсем хатĕрлетпĕр. Ҫуллахи виҫӗ уйӑхра Стерлитамак хулинчи уйрӑм предприниматель урлӑ сутма 236 мӑшӑр милĕк ҫыхнă. Сутнин укҫа-тенкине СВО боецӗсене пулӑшма яратпăр. Чылай волонтер ушкӑнӗсем пекех маскировка сеткисем яватпӑр, гуманитари конвойне йӗркелеме япаласемпе укҫа-тенкӗ пухатпӑр. Эпир хальлӗхе республикӑра антитепловизорный костюмсем ҫӗлессипе пӗртен-пӗр ушкăн. Пирӗн ку япӑх мар пулать! Антидрон утиялсем тата капюшонлӑ ҫанӑсӑр пончо ҫӗлеме те вĕренсе çитрĕмĕр. Пăслăк тата Ситекпуç ялӗсенчи çӑлкуҫ шывне пилӗк литрлӑ бутыльсенче хатӗрлетпӗр.

Пултарулӑх пуҫламӑшӗ те пулӑшура усӑ курать. Нумаях пулмасть Оксана Ермолаева медиксемпе СВО боецӗсен тумне тӑхӑннӑ çирӗм Чебурашка кӗлеткине ҫыхнă. Ҫак теттесем госпитальсенче аманнисен чун-чӗрине ҫӗклеме палӑртнӑ, ҫакӑ тӑрӑшулӑхпа пулӑшӑвӑн чуна пырса тивекен кӑтартӑвӗ пулса тӑрать. Валентина Герасимова хӑйӗн шанчӑклӑ тантӑшӗсене — Розалия Нуриевана, Зинаида Кириллована, Альмира Сафиуллинана, Зумайра Файзуллинана, Юлия Тихонована, Гульзила Шигапована, Любовь Елисеевана, Зульфира Кондратьевана тата Рима Харисована — пӗтӗмӗшле Ҫӗнтерӗве хӑвӑртрах ҫывхартма пулӑшакан тӑрӑшуллӑ та тӳлевсӗр ӗҫӗсемшӗн чӗререн тав тӑвать. Пӗрлехи тӗллев — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшасси — ҫынсене пӗрлештерсе тӑракан никĕс пулса тӑнă. Волонтер ӗҫӗ-хӗлӗ ушкӑнри кашни ҫыншӑн харпӑр хӑй пӗлтерӗшне тупнă. Вӗсенчен чылайӑшӗ кунта пӗр шухӑшлӑ ҫынсем кӑна мар, чӑн-чӑн туссем те тупнӑ, вӗсемпе пурнӑҫри йывӑрлӑхсене те, савӑнӑҫсене те пайлама пулать.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

Пӗр ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ
Пӗр ушкӑнпа ӗҫлеҫҫӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас