Çутă çул
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пирӗн вахта малалла пырать

Пӗрле эпир — вӑй! Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать

 

Ертӳҫӗ ӗҫ вырӑнӗнче пулмасан та пултарать, анчах пирӗн пӗрлехи ӗҫ пӗр минут та чарӑнса тӑмасть.

Салтаксене пулӑшасси — график мар, вӑл пирӗн пурнӑҫ таппи.

Эпир ӑнланатпӑр: пирӗн ӗҫӗн кашни минучӗ кунта, тылра, унта, малти лининчи салтаксемшĕн ӑшӑлӑхпа тӑрӑшулӑх пулса тӑрать. Ҫавӑнпа Сухоречкӑра ӗҫ хӑй еккипе пырать: нашлемниксем тӑваҫҫӗ, тутлӑ шӑршлӑ чейӗн кашни порцине тӗплӗн пухса хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗлеме хырӑм пиҫиххийӗсене касса хатӗрленĕ, антидрон сереписене туса пӗтереҫҫӗ, марльӑпа стерильлӗ мар салфеткӑсем тӑвас ӗҫ пырать, чӗрӗ юлмалли сулӑ ҫыххисем яваҫҫӗ.

Яваплӑх, дисциплина тата пулӑшас килни — акӑ мӗн вăй парса тăрать паян пире. Эпир малалла ӗҫлетпӗр, мӗншӗн тесен пӗлетпӗр: пирӗн хыҫра — пирӗн хӳтӗлевҫӗсем.

Кашни волонтера хӑй тӗллӗн ӗҫленӗшӗн, ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тавтапуҫ.

Пӗрле эпир — вӑй! Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!

#Сухореченскаясельскаябиблиотека
#Единоесердце
#СВОих_не_брасаем
#Помощьфронту
#Народныйфронт
#ВолнтерыСВО
#Серебрянные_волонтеры

Сăнÿкерчĕкĕсем: Сухоречкăри библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public172383754

 

 

Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Пирӗн вахта малалла пырать
Автор: Марина Иванова
Читайте нас