Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ

Пишпӳлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 6 «а» класра вӗренекенсем пирӗн салтаксене ҫырусем ҫырса гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле ятарлă çар операцийĕ ирттерекен зонӑна ӑсатнӑ.

Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ


«Пӗлтерӗшлӗ калаҫу» занятисенчен пӗринче Пишпӳлекри 3-мĕш вăтам шкулăн 6 «а» класра вӗренекенсем пирӗн салтаксене ҫырусем ҫырса гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле ятарлă çар операцийĕ ирттерекен зонӑна ӑсатнӑ. Нумай ҫырура ырӑ сӑмахсӑр пуҫне ӳкерчӗксем, сӑвӑ йӗркисем, суннисем пулнӑ. Марсель Аглетдиновӑн куккӑшӗ (отпуска килсен) салтаксенчен вӗренекенсене тав сӑмахӗсем пани ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ. 6 «а» класра вӗренекенсем хумханса виҫкӗтеслӗхсене уҫса вӗсем валли хатӗрленӗ йӗркесене вуланă. Пиртен кашнинех йывӑр вӑхӑтра пулӑшу сӑмахӗсем кирлӗ. Йывӑр ҫар задачине пурнӑҫлакан пирӗн боецсене те кирлӗ вӗсем.

Сăнÿкерчекĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public206548118

 

Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Тав сӑмахӗсем ачасене тĕлĕнмеллипе тӗлӗнтернĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас