Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ҫӗнтерӗве маскировка сеткисем явас енӗпе ырми-канми ӗҫленипе тата фронтри ентешӗсене пулăшнипе Йăлпăлакри «Малалла» волонтерсен ушкӑнĕ хастар хутшӑннипе ҫывхартать.
Йăлпăлакри «Малалла» волонтер ушкӑнӗ йӗркеленнӗ кун тесе унӑн хастар членӗсен сӑмахӗсенчен 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне шутлаҫҫӗ. Ҫак ялӑн илемлӗ ҫуррин тӑхӑр представителӗ чи хастаррисем шутланакан кӑтартуллӑ мобильлӗ ушкӑн ертӳҫине районти тӗп больницӑн апатлану блокӗн заведующийӗнче ӗҫлекен Галина Васильевна Горбунова пӗр саслӑн суйланă. Ҫакна унӑн лидер пахалӑхӗсем, йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса парас ӗҫре ӗҫлӗ тытӑм тата пӗтӗм халӑх ҫӗнтерӗвне ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӑвӑртрах ҫывхартас тӗлӗшпе харпӑр хӑй кӑсӑкланни пулӑшнӑ. Галина Васильевнан юратнӑ ывӑлӗ Игорь уйрăм мобилизацин пӗрремӗш хумӗ хыҫҫӑнах ҫапӑҫусен зонине лекнӗ-ҫке. Унпа пӗрле 2022 çулхи сентябрьте тăван ялтан тата иккĕн мобилизациленнĕ. Паян Йăлпăлакран вунă ытла çын - СВОна хутшӑнакансем.
Эпир килсе кайнӑ кун ял клубӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Малалла» волонтер ушкӑнӗн штабӗнче маскировка сеткисем явас ӗҫе тӑватӑ ӑстаҫӑ тăватчĕç. Чи интересли вара «Русский парень в огне не горит. Русский парень в воде не тонет…» вӗсем патриотла юрра кӑмӑллӑ сасӑсемпе юрлани. «Малалла» волонтерӗсем кунта икӗ ушкӑна пайланса ӗҫлеҫҫӗ иккен — пӗри кӑнтӑрлахи апатчен, иккӗмӗшӗ — кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн. Анчах тата пилӗк ҫын килте ӗҫлет иккен: вӗсем антидрон утиялĕсем çĕлеҫҫӗ. Галина Горбунова патӗнче волонтер ушкӑнӗн чи хастар пайташӗсем - Любовь Иванова, Ирина Константинова, Любовь Варикова, Елена Николаева, Марина Иванова, Людмила Михайлова, Галина Евграфова, Тамара Федорова, Лариса Гаврилова, Райхона Рузиматова тата Валентина Данилова, Людмила Гаврилова, Людмила Петрова.
Тăван ҫӗршывăн нушине сÿрĕк мар кăмăллă хӗрарӑмсем тунӑ ӗҫ тӗлӗнтерет. 150 ытла маскировка сетки ҫыхнӑ, аллӑ ытла «Леший» тата «Кикимора» костюмсем ҫӗлесе ҫыхнӑ. Вырăнти курӑксенчен тӑрӑшуллӑ алӑпа техĕмлĕ чей пухнă, типӗ яшкасемпе типӗтнӗ улма-ҫырла хатĕрленĕ, çăкăр типĕтсе тултарнă, салӑ, пылак апат-çимĕç салтаксем патне нумай ăсатнă, строительство ӗҫӗсем валли саппас пайсем: хӑмасем, пӑрӑссем, пӑчкӑсем, кӗреҫесем, пӑта илнĕ тата ытти шутсăр нумай япала тунă. Ҫавӑн пекех Райхона Рузиматова тӑрӑшнипе наҫилкка, автомат магазинӗ валли подсумкӑсем ҫӗленӗ. Пӗтӗм ялӗпе укҫа пуҫтарса маскировка сеткисем явма валли материалсем туяннӑ. Укҫа-тенке районти пӗтӗмӗшле пухмача та ялан ӑсатаççĕ.
Патриотла юрӑсем юрлакан маскировка сеткисем явакан «Малалла» волонтер ушкӑнӗн юрӑҫисемпе ӑшшӑн сывпуллашсан ҫапла шухӑшларӑм: кун пек халӑха пӗр харсӑр инкек те ҫӗнтереймӗ, кирек мӗнле тӑшмана та вăл ҫӗнтерӗ!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смоловăн тата Галина Горбунован архивĕнчен.