

«Уфа пӗрле! Ҫӗршывӑн щичӗ» волонтерсем хатӗрленӗ мӗнпур сеткăсене тӗллевлӗ подразделенисем валли панӑ.
Пӗтӗмпе уфимецсем 16 кун уҫӑ мероприяти ирттернӗ, 305 маскировка сечӗ ҫыхнӑ.
— Проекта пурнӑҫа кӗртме хутшӑннисене пурне те, палӑртнӑ тӗллевсене яланхи пекех 100 процента пурнӑҫланӑ пӗтӗм командӑна тав тӑвас тетпӗр. Пахалӑхлӑ ҫыхнӑ маскировка фронт линийӗнчи боецсен ӗҫне ҫӑмӑллатасса шанатпӑр, — палӑртнă сӳрӗк мар хула ҫыннисем.
Аса илтеретпӗр, проект Уфа администраци пуҫлӑхӗн гранчĕ пулӑшнипе пулма пултарнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: «Масксети Щит Уфа» социаллă сеть.