

Чи малтанах хирти госпитальсенче пӗрремӗш пулӑшу панӑ тата хирурги операцийӗсем ирттернӗ чухне усӑ курма нумай кирлĕ вĕсем.
Ҫапӑҫусен условийӗсенче ҫыхмалли материалсем питĕ нумай тӑкакланаççĕ, тылри алӑпа пулӑшни медиксене кирлӗ запаспа тивӗҫтерет.
Волонтерсем марлирен салфеткӑсем тӑваҫҫӗ, вӗсене ҫипсем тухса ан тӑччӑр тесе хутлатаççĕ, унтан чӗркеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн материалсене автоклавсенче пысӑк температурӑра тата пусӑмра кирлӗ пек стерилизацилеҫҫӗ, ҫакӑ вӗсене уçă уйра та усӑ курма юрӑхлӑ тӑвать. Тӗрлӗ сурансене юрӑхлӑ пултӑр тесе тӗрлӗ виҫеллӗ (5х5, 7х7, 10х10 см) салфеткӑсем тӑваҫҫӗ.
- Боецсем хӑйсен пурнӑҫне сыхласа хӑварччӑр, хӑйсене пӑхнине, вӗсене асра тытнине, питӗ кӗтнине пӗлччӗр тесе пурне те чунпа, амӑшӗн тӑрӑшулӑхӗпе, юратӑвӗпе, кӗллипе тӑватпӑр. Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр, - теççĕ волонтерсем.
https://vk.com/wall166877679_412