Ҫак кун – 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗ пиртен инҫетре юлать. Пирӗн ӑру ҫав вӑхӑтпа, ҫав шанчӑксемпе, хăрушсăрлăхпа ҫыхӑнман.
Ҫак Аслӑ вӑрҫӑ ҫинчен пирӗн ачасене мӗнле каласа памалла?
Ҫав вӑхӑтра мӗн-мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен пӗтӗмпех каласа парас тесен, мӗнле сӑмахсем тупмалла?
Мӗн пулса иртнин пӗлтерӗшне мӗнле пӗлтермелле тата пӗчӗк чунра мӑнаçлăх, хӗрхенӳ, хисеплӗх, патриотизм туйӑмне мӗнле хускатмалла?
Пишпÿлекри "Улыбка" ача садӗнче патриотла воспитани парас енӗпе активлӑ ӗҫ пырать. Кӑмӑл-сипет туйӑмӗсемпе пахалӑхне аталантарассинче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин геройӗсен музейӗсене, палӑкӗсене ҫӳресси питӗ пӗлтерӗшлӗ.
Педагогсем "Почемучки" аслӑ ушкӑнри воспитанниксемпе Пишпÿлекри историпе этнографи музейне ҫитсе курнă.
Темӑна Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ, ачасем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пулӑмӗсем ҫинчен, вырӑс салтакӗн паттӑрлӑхӗ ҫинчен, пирӗн мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗ ҫинчен нумай интереслӗ япаласем пӗлнӗ. Ачасем экскурсовода питӗ интересленсе итленĕ, экспонатсене пӑхса ыйтусем панă. Вӗсем хушшинче каскӑсем, гранатӑсем, фляжкӑсем, вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен япалисем. Вӗсем пурте чӑн-чӑн!
Музей атмосфери вӑрҫӑ ҫинчен, каялла таврӑнман ҫынсем ҫинчен, юлашкинчен, пирӗн халӑх мӗнле Çӗнтерӳ туни ҫинчен аса илтернӗ.
Экскурси вӗҫӗнче Эмилия Зиятовапа Глеб Исаев "Поэзия Победы" конкурс ҫӗнтерӳҫисем Аслӑ ҫӗнтерӳ ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем каласа панă.
#деньзаднем
#победа80
#УлыбкаБижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри "Улыбка" ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public218299771