Çутă çул
-28 °С
Юр
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
18 Апрелӗн , 11:51

Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă

Пишпÿлекри Ача-пăча искусство шкулӗнче вӗренекенсем тата вӗрентекен преподавательсем Аитри Фатых Карим ячĕллĕ вăтам шкула Çӗнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт программипе пырса курнӑ.

Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă

Апрелӗн 17-мӗшӗнче Пишпÿлекри Ача-пăча искусство шкулӗнче вӗренекенсем тата вӗрентекен преподавательсем Аитри Фатых Карим ячĕллĕ вăтам шкула, 1941 - 1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Çӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ "Чтим память славных воинов" концерт программипе пырса курнӑ. Мероприяти тӑршшӗнче вӑрҫӑ ҫулӗсенчи вокалсемпе инструментсен произведенийӗсем пӗр-пӗринпе ылмашӑнса янӑранӑ, вӑрҫӑ ҫинчен калакан презентаципе паха фактсене тимлӗх уйӑрнӑ. Залра ырӑ та туслӑ атмосфера пулнӑ, ачасем кашни произведенине итлеме тӑрӑшнӑ, вырӑс салтакӗ ҫапӑҫу хирӗсенче е ҫапӑҫусем хушшинче каннӑ чухне хӑранине, ыратнине туйма тăрăшнă. Шкул директорне, преподавательсене, вĕренекенсене пурне те ӑшӑ йышӑннăшăн тата тăвăллăн алӑ ҫупнӑшӑн питӗ пысӑк тав. Тепре тӗл пуличчен!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча искусствин шкулӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club217369844

 

Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Аит шкулĕнче Çĕнтерÿ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ концерт пулнă
Автор: Марина Иванова
Читайте нас