Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
21 Апрелӗн 2025, 11:27

Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет

Пишпÿлек районӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет.

Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет

Пишпÿлек районӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет. Ялсенче пурӑнакансем экологи субботникӗсене тухнӑ. Ял тӑрӑх администрацийӗн ӗҫченӗсем, район администрацийӗн коллективӗсем, ял хуҫалӑх управленийӗн, вӗрентӳ пайӗн, районти шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсен пайӗн ӗҫченӗсем Ҫамрӑксен скверне пуҫтарнă. Ҫӗнтерӳ паркӗн хӳмине сӑрлама хатӗрленӗ, йывӑҫсене кронировани тунӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарса кӗртнӗ.

Районти ытти халӑх пурӑнакан вырӑнсенче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисене халалланӑ обелисксемпе мемориалсене хастар хӑтлӑлатаҫҫӗ. Хушăлка ялӗнче мемориал территорине курӑкран тасатнă, картан хÿмине сӑрланă. Ермолкин ялӗнче пурӑнакансем пӗлтӗрхи ҫулҫӑсене пуҫтарса обелиск территорине хунавсенчен тасатнӑ. Çирĕклĕ ял тӑрӑхӗнче Мелисоновка вӑрманӗн масарне хӑтлӑх кӗртесси пырать, унта ял ҫыннисене, ҫав шутра Аслă Отечественнăй вăрçа хутшӑнакансене те пытарнӑ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Пишпÿлек районӗ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленет
Автор: Марина Иванова
Читайте нас