-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Апрелӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем Пелепейри механизаципе электрификаци колледжĕн Пишпÿлекри филиалĕнче вӗренекенсемпе тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисенчи вĕренекенсемпе Георги лентисенчен брошка тума мастер-класс йĕркелесе ирттернӗ.
Ачасене брошка тумалли процеса кӑтартнă, чечек çулçисене тӗрӗс туса тирпейлӗ ҫыпӑҫтармаллине вĕрентнĕ.
Брошкăсене тумтир ҫине майӑн 9-мӗшӗнче ҫирӗплетсе хума пулать.
#МастерКласс
#80летПобеды
#МыВместе
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club43415916?from=groups