Николай Данилов 12 ҫулта фронта тухса тарнӑ, хальхи ăру мирлӗ пурӑнтӑр тесе ҫапӑҫнӑ.
Щеколда шӑлтӑрт турӗ,
Атӑ атӑ ҫумне шаклаттарчӗ,
Акӑ вӑл Микуль кӗҫӗн ывӑлӗ
Алӑк урати урлӑ каҫрӗ.
Шинельне хывса пӑта ҫине ҫакрӗ,
Медаль ҫине ҫутӑ ӳктӗр,
Амӑшне ыталарӗ, сывлӑхлӑ та хаваслӑ.
Вунтӑватӑ ҫулхи Герой.
Тӑван пиччӗшӗ, паллӑ писатель Ф.Н. Вуколов-Эрлик ҫак йӗркесене хӑйӗн юратнӑ тӑванӗн ывӑлне «Вилӗмсӗр кӗвӗ» поэмӑра халалланӑ. Николай Васильевич Данилов Пишпÿлек районӗнчи Мелевĕспуçĕнче 1931 ҫулта ҫуралнӑ. Ашшӗ учительте ӗҫленӗ, амӑшӗ иртен пуҫласа каҫчен хирте вăй хунă. Вӑл музыка юратакан ҫемьере ӳснӗ, унта пурте музыка инструменчӗсемпе вылянӑ: шăпăрпа, скрипкăпа, балалайка тата ытти. Аслӑ пиччӗшӗ Александр Уфари музыка училищинчен «скрипка» класпа вӗренсе тухнӑ. 1943 ҫулта ҫемье Александр пиччӗшӗ Курск-Орел пӗкки ҫинче пуçне хуни ҫинчен хыпар илет те, Николай вара фронта кайма ҫирӗппӗн шут тытать (тарма), анчах вӑл 12 ҫулта ҫеҫ-ха! Вӑл тахҫантанпах хӑйӗн Иван Николаевич Вуколов пиччӗшӗ патне канашлама чупать. Лешӗ ӑна вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕн воспитанникӗ туса хурать. Вӑл трубапа выляма вӗренет, ҫар тумӗпе ҫӳрет. Анчах кунта вӑл пиччӗшӗшĕн тавӑрас ҫук вӗт. Вӑл фронтра пулмалла!
Вӑл фронта тармалли плансем тӑвать. Тепӗр виҫӗ уйӑхран Коля Давлеканран танк бригадин эшелонӗпе фронта тухса тарнӑ. Ӑна полк ывӑлӗ тунă, сигнальщик тунă. Бригада Кременчуг таврашне янӑ. Кунта хаяр ҫапӑҫусем пынă. Вилӗмпе юн — пурте юнашар. Ӑна, паллах, пысӑккисем сыхланӑ, анчах сигнальщиксӗр пуҫне, ӑна йывӑр заданисем пама ыйтнă. Николай связной — вестовой пулса тӑнă. Ӑна Орлик ятлă лаша шанса панӑ. Вӑл Орликпа пӗрле командир заданийӗсене пӗрре ҫеҫ мар пурнӑҫланӑ. Анчах пӗррехинче вӑл Орлика сыхласа хӑварайман, ӑна тӑшман пульли ҫулса пӑрахнă, анчах Коля хӑй чӗрӗ юлнă. Каярах задание пурнӑҫланӑ чухне, штаба донесенисем леçнĕ май, вӑл вут-çулăм айне лекнĕ, нумай осколок ванчӑкӗсемпе аманнӑ. Ачана медсанбата илсе кайнă, осколоксене туртса кӑларсан тин вӑл хӑй курманнине ӑнланнă. Ӑна госпитале ӑсатнă. Врачсем унӑн куҫӗшӗн нумайччен кӗрешнĕ. Госпитальте нумайччен сывалнă, сывалнӑ хыҫҫӑн строя таврӑннă.
1945 ҫулта Пелепей хулине Данилов фронтовик амăш патне отпуска килнӗ. Вырӑнти военкоматра ăна "Германие ҫӗнтернӗшӗн" медаль панă. Вара Куйбышеври Суворов ячĕллĕ училищӗне вӗренме янӑ. Унта Николай Васильевич музыка пĕлĕвĕ илнӗ. Унтан Алма-Атари Ҫар кавалери полкра, 86-мӗш гварди полкӗнче, Одессӑра службӑра пулнӑ. Сакӑр ҫул ҫарта музыкант пулнӑ вӑл. Демобилизаци хыҫҫӑн 1950 ҫулта Николай Васильевич музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ та 35 ҫул педагог пулса ӗҫленӗ, вӗсенчен 18 çулне Норильскри музыка шкулӗнче. Юлашки ҫулсенче Пелепей хулинче ӗҫлесе пурӑннӑ.
Пишпÿлекри историпе этнографи музей материалӗсем тӑрӑх.