Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
8 Майӑн 2025, 14:22

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!

#Победа80

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
Майӑн 7-мӗшӗнче «Çĕнтерÿллĕ çуркунне» Аслӑ Ҫӗнтерӳ ячӗпе Пăслăкри Культура çуртĕнче уяв концерчӗ иртнӗ. Пысăккисенчен пуçласа пĕчĕккисем таран артистсене пула программа праҫник темине уҫнă. Уяв историйӗ ҫинчен Пăслăк ял Совет пуҫлӑхӗ  Ю.А. Васильев каласа панӑ. Концерта «Солнышко» ача сачӗн воспитанникӗсем, Пăслăкри учрежденисен пӗрлештернӗ хорӗ (аккомпаниаторпа солисчĕ Раиль Едиханов), Пăслăкри вӑтам шкул ачисем хутшӑннӑ. «Катюша кашни чӗрере» акцие артистсемпе пĕрле куракансем те хутшӑннӑ.
Концертăн пĕр блокне ятарлă ҫар операцине халалланă. Концертран пухăннă укҫа-тенкӗн пӗр пайне СВО валли ярĕç, концерта СВОна хутшӑнакансен ҫемйисен членӗсене чӗннĕ.
Фойере «Солнышко» ача сачӗн хӗрӗхмӗш çулсен экспоначĕсен куравĕсене йӗркеленӗ, Елена Алексееван «Победа» композицин, ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен куравĕсем пулнă.
Уяв мероприятийӗсене хатӗрленес тата ирттерес ӗҫе хастар хутшӑнакансене Пăслăк ял Совет администрацийӗ тав ҫырӑвӗсемпе палӑртнă: Афанасьевсен, Поликарповсен çемйисене, Раиль Едиханова, Михаил Ефимова.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
#дорогиПобеды. #путьПобеды
#Победа80. #подвигнарода
#памятипавших
 
 
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
 

 

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗпе!
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас