Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
8 Майӑн 2025, 13:46

Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ

Çирĕклĕ клубӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ.

Мероприятисене хутшӑнакансене ертсе пыракансем фашистла Германи Тӑван çӗршыва тапӑннӑ кун ҫинчен, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсем ҫинчен, совет халӑхне тӗл пулма тивнӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен  каласа панă.
Мероприяти вӑхӑтӗнче библиотекарь Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ сӑвӑсем вуланă. 
Программӑра вӑрҫӑ ҫулӗсен юррисем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ылмашăннă: "Ĕлӗкхи вӑхӑтри геройсем çинчен", "Огонек", "Салтак çинчен çырнӑ баллада". Вӗсем пирӗн ирӗклӗхшӗн пурнӑҫне панӑ ахаль ҫынсем ҫинчен.
Пухӑннисем пурте Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме кайнӑ ял ҫыннисене, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсене аса илнĕ. Пуçне хунă ентешсене асӑнса пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.
 
Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ
Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ
Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ
Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ
Çирĕклĕре "Хӑрушӑ хӗрӗхмӗшсем" музыкӑпа патриотла программа иртнӗ
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас