2025 ҫулхи майăн 7-мӗшӗнче 10 сехет те 50 минутра Пишпÿлекре райцентрпа администрацинчи бюджет организацийӗсен ӗҫченӗсем республикӑра пурӑнакансемпе пӗр вӑхӑтрах Пӗтӗм Раҫҫейри «Шӑплӑх минучӗ» акцие Культура керменĕ умне пуҫтарӑннӑ. Унта ҫӑмӑл атлетсен спорт командисем те хутшӑннӑ, вӗсем ҫав кун ял поселенийӗсенче пурӑнакан тӗрлӗ ялсенчен ҫулсерен тата йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва - Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул ҫитнине халалланӑ ҫӑмӑл атлетсен эстафетине килнӗ. Акцие Культура керменӗн парад крыльци ҫинчи пысӑк экран ҫинче фронтсенче хаяр вӑрҫӑ ӗҫӗсен документлӑ видеоклипӗсем кӑтартнипе тата паянхи «Вилӗмсӗр полк» иртнипе, Марк Бернес «Журавли» юрра юрланӑ май ирттернĕ. Пурте пӗр минут чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов саламланă, вӑл чупăшу ӑмӑртӑвне хутшӑнакансене спорт ҫӗнтерӗвӗсем суннă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.