Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
9 Майӑн 2025, 08:45

Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем!

Сире Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнипе саламлатпӑр!

Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем!
Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем!
Сире Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнипе саламлатпӑр!
Пирӗн ҫӗршывшӑн, пиртен кашниншӗн — чи сӑваплӑ уяв. Майӑн 9-мӗшӗ пирӗн мӑнаçлăхпа савӑнӑҫ кунĕ. Пирӗн асаттесемпе мăнасаттесен паттӑрла ӗҫӗшӗн, пирӗн халӑхӑн иксӗлми ирӗклӗхӗпе ҫирӗплӗхӗшӗн. Халӑх-ҫӗнтерӳҫӗ!
1941-1945 ҫулсенчи событисем ҫинчен эпир уйрӑмах шикленсе асӑнатпӑр. Хамӑр Тӑван çӗршыва тăшмансенчен хӑтарса фронтсенче ҫапӑҫнисене пурне те астӑватпӑр. Тылра вӑй хуракансене, ҫарпа флота пулӑшма пӗтӗм вӑйне парса тӑракансене пурне те астӑватпӑр. Паллах, Ҫӗнтерӳшӗн пурне те панă ҫынсен ячӗсене эпир яланах асра тытӑпӑр. Паян пире пӗр хурҫӑ монолит туса хуракан ӑс-хакӑл уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ятарлă ҫар операци вăхăтĕнче, пирӗн ҫӗршыв каллех хӑйӗн хастарлӑхӗшӗн кӗрешме тивнӗ вӑхӑтра, ҫӗнтерӳҫӗсен мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем пуҫа ҫӗкленӗ нацизмпа ҫапӑҫаҫҫӗ. Эпир каллех ҫӗнтерессе шанатпӑр! Ҫакӑ пирӗн таса тивĕç тата парăм.
Хаклӑ ветерансем! Сире вӗҫӗ-хӗррисӗр тав тӑватпӑр — вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн тата ҫӗршыва вӑрҫӑ хыҫҫӑн ура çине тăратнăшăн. Эсир пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен, сирӗн паттӑрлӑхӑртан, Пишпÿлек районне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнинчен тӗлӗнетпӗр эпир! Шанăр, эпир сире улталамӑпӑр!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пуҫ тӑрринче ырӑ та мирлӗ тӳпе сунатпӑр! Уяв ячӗпе! Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Район Совечӗн председателӗ Ю.Г. ПАВЛОВ.
Район администраци пуҫлӑхӗ А.М. ЗАРИПОВ.
 
 
 
Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем!
Пишпÿлек районӗнчи хаклӑ ҫынсем! Хисеплӗ ветерансем!
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас