Пӗтӗм Раҫҫейри "Ветеран патне хӑнана" акци шайӗнче Михайловкăри вăтам шкулăн юнармеецĕсем вӑрҫӑ ачисене Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн пырса курнӑ.
Ачасем педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене Николаевсен ҫемйине - Константин Арсентьевичпа Сагера Минибаевнана уяв ячӗпе саламланă.
Вӑрҫӑ ҫулсене пӗлмест. Унӑн пӗтерекен хӑрушӑ сӑн-пичӗ умӗнче ватти те, кӗҫӗнни те пӗр тан. Вӑрҫӑ ачисен шӑписем тӗрлӗ, анчах вӗсене пурне те пӗрлехи трагеди, ачалӑхӑн илемлӗ тӗнчине ҫухатни пӗрлештерет. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче кашни ача хӑйӗн паттӑрлӑхне тунӑ – выҫӑпа хӑранине пӑхмасӑр, ачасем ҫаплах вӗреннĕ, фронта посылкӑсем янă, уй-хирсенче ӗҫленĕ, ҫӗнтерӗве йывӑр ӗҫпе ҫывхартнă. Паян вӗсем ҫав трагедиллӗ кунсен юлашки свидетелĕсем.
#оВеликойПобеде
#ДвижениеПервых
#ДвижениеПервыхБижбуляк
#ВолонтёрыПобеды
#НаследникиПобеды
Сăнÿкерчĕкĕ: Михайловкăри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/club201689192