Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
13 Майӑн 2025, 09:57

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

#Победа80

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Кирилл Дементьевич Андреев 1901 ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче Пушкӑрт АССР Пишпÿлек районӗнчи Пăслăк ялӗнче ҫуралнӑ.
1941 ҫулхи августра Пишпÿлек район çар комиссариачĕ Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче 1941 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа. Аслӑ сержант К.Д. Андреев, 1318-мӗш стрелковӑй полкри 3-мӗш стрелковӑй батальон парторгӗ (163-мӗш стрелковӑй дивизи, Воронеж фрончӗ, 38-мӗш ҫар) пулнă, Днепр урлӑ Киевран кӑнтӑралла каҫса кайнӑ чухне питӗ хӑюллӑ пулнӑ. 1943 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче К.Д. Андреева Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. 1945 ҫул пуҫламӑшӗнче аманнӑ хыҫҫӑн демобилизациленӗ. Таврӑнсан Пишпÿлек райсовечӗн исполком председателӗн заместителӗ тата районти Перекет кассин заведующийӗн заместителӗ пулса ӗҫленĕ. Ӑна Ленин орденӗпе медальсем панӑ.
1972 ҫулхи январӗн 2-мӗшӗнче вилнӗ, ăна Пишпÿлек ялӗнче пытарнӑ.
 
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас