Павел Ефимович Васильев 1909 ҫулхи январĕн 14-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРĕнчи Пишпÿлек районӗнчи Çирĕклĕ ялӗнче ҫуралнӑ.
1941 ҫулхи июньте Пишпÿлек район çар комиссариачĕ Совет Ҫарне чӗнсе илнӗ. П.Е. Васильев капитан, 132-мӗш уйрӑм мотоштурмлӑ инженерсемпе саперсен батальонӗн политика енӗпе ӗҫлекен командир заместителӗ пулнă, вăл 1945 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 2-мӗшӗччен ҫапӑҫусенче паттӑрлӑх кӑтартнӑ. 1945 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче ăна Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. 1947 ҫулхи январьтен пуҫласа запасра. Ӗҫҫыннисен депутачӗсен Пишпÿлек район Совечӗн ӗҫтӑвкомӗн председателӗ, КПСС Пишпÿлек райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна Ленин, Хӗрлӗ Ялав, Ӗҫлĕх Хӗрлӗ Ялав , Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
1978 ҫулхи июлӗн 29-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрăлнӑ, ăна Уфара пытарнӑ.