Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
15 Майӑн 2025, 11:37

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

Хамит Габдуллович Гадельшин 1923 ҫулхи июлӗн 10-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗнчи Пишпÿлек районӗнчи Аит ялӗнче ҫуралнӑ.

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
 
Хамит Габдуллович Гадельшин 1923 ҫулхи июлӗн 10-мӗшӗнче Пушкӑрт АССРӗнчи Пишпÿлек районӗнчи Аит ялӗнче ҫуралнӑ.
1941 ҫулхи августра  ăна Фрунзе хулин çар коммисариатне чӗнсе илнӗ. Х.Г. Гадельшин сержант, 1449-мӗш уйрӑм ҫыхӑну ротин аслӑ радиотелеграфисчӗ пулнă, 1943 ҫулхи сентябрӗн 26-мӗшӗнче Днепр урлӑ каҫнӑ чухне вăл паттӑрлӑх кӑтартнӑ. 1944 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче ăна Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл Совет Ҫарӗнче службӑна малалла тӑснӑ, ҫыхӑну училищинчен вӗренсе тухнӑ. 1969 ҫулта полковник званипе запаса тухнă. ПТУра военрукра ӗҫленӗ, унтан ҫыхӑну техникумӗнче вӗрентнӗ. Ленин, Отечественнӑй вӑрҫӑн I степеньлĕ орденӗсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
2000 ҫулхи январĕн 10-мӗшӗнче вилнӗ, ăна Киргизире пытарнӑ.

 

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас