Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
19 Майӑн 2025, 12:33

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

#Победа80

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

Николай Спиридонович Павлов 1922 ҫулхи августӑн 25-мӗшӗнче Пушкӑрт АССР Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.
1941 ҫулхи декабрьте ăна Пишпÿлек район çар комиссариачĕ чӗнсе илнӗ. Н.С. Павлов сержант, оруди командирӗ, 1943 ҫулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче Гомель облаҫӗнчи Дубрава ялӗ патӗнчи ҫапӑҫура уйрӑм паттӑрлӑх кӑтартнӑ. 1944 ҫулхи мартăн 29-мӗшӗнче ăна Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн музей директорӗ, ял совет председателӗ, граждан оборонин преподавателӗ пулса ӗҫленӗ. Ленин орденӗпе, Отечественнӑй Вӑрҫӑн I степеньлĕ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденĕсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
1978 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче вилнӗ, Слакпуҫ ялне пытарнӑ.

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас