Çутă çул
-22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
29 Майӑн 2025, 09:34

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем

#Победа80

Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
 
Константин Иванович Степанов 1922 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Пушкӑрт АССР Пишпÿлек районӗнчи Хушăлкара ҫуралнӑ. Совет Ҫарне 1941 ҫулта Куйбышев облаҫӗнчи Похвистнев  район çар комиссариачĕ чӗнсе илнӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтӗнче 1943 ҫултанпа. 233-мӗш танк бригадин танк командирӗ (5-мӗш механизациленӗ корпус, 6-мӗш танк ҫарӗ, 2-мӗш Украина фрончĕ) К.И. Степанов кӗҫӗн лейтенант Яссы хулин (Румыни) кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Войнештипе Каменешти ялӗсемшӗн ҫапӑҫнӑ чухне уйрӑмах палӑрнӑ. Совет Союзӗн Геройӗ ятне Константин Степанова 1945 çулхи мартăн 24-мӗшӗнче панă. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн К.И. Степанов Пишпÿлекре пурӑннӑ. Пишпÿлек РОВДнче, хатĕрлев контурĕн, заготживсырье директорӗ, Пишпÿлекри вӑтам шкулти учителĕ, Пишпÿлек районӗнчи граждан оборонин штабӗн начальникӗ пулса ӗҫленӗ. Ӑна Ленин, Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе, Отечественнӑй вӑрҫӑ I степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе наградӑланӑ.
1999 ҫулхи мартăн 13-мĕшĕнче вилнĕ. Пишпÿлекре пытарнӑ.
 
 
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Пирӗн ентешсем - Совет Союзӗн Геройӗсем
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас