Василий Петрович Маньшин (08.08.1924 ҫ. - 18.04.1945 ҫ.) 43-мӗш гварди артиллери батарейин расчечӗн командирӗ, гварди старшини Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ. 1924 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче Пушкӑрт АССР Пелепей кантонӗнчи Шкапово ялӗнче ҫуралнӑ. 1942 ҫулхи августра ăна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫапӑҫӑвӗсенче 1943 ҫулхи мартран. 43-мӗш гварди артиллери 15-мӗш гварди стрелковӑй дивизийӗн составӗнче малтан телефонист, унтан расчет командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче Украинӑри Днепропетровск облаҫӗнчи Кривой Рог хулари çапӑҫусенче гварди красноармеец Маньшин батарея телефонисчĕ телефон линийӗ татăлнине çичĕ хутчен, февралӗн 3-мӗшӗнче - 15 хут татăлнине тупса вут-хĕм айӗнче юсанă. 1945 ҫулхи февралӗн 3-мӗшӗнчи приказпа гварди старшинана Василий Петрович Маньшина 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ. 1945 ҫулхи мартăн 17-мӗшӗнче Гроткау хулинчен хӗвеланӑҫ енчи ҫапӑҫура Маньшин расчечӗ виҫӗ пулемет, 15 тӑшмана таран аркатнӑ, миномет батарейин вутне сӳнтернӗ. Мартăн 19-мӗшӗнче, тӑшман контратакине сирсе янӑ чухне, тӑшманӑн икӗ самоходнӑй орудине, икӗ зенитка установкине тата тӑшманӑн нумай салтакне пӗтерсе тӑкнӑ. Ҫак ҫапӑҫусемшӗн ăна Мухтав орденӗпе наградӑлама тӑратнă. Анчах пысӑк награда илме ӗлкӗреймен. Апрелӗн 17-мӗшӗнче ҫапӑҫура йывӑр аманнӑ та тепӗр кунне госпитальте вилнӗ. Ăна Терфердорфра пытарнӑ. СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн указӗпе 1946 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче гварди старшинана Василий Петрович Маньшина паттӑрлӑхпа хăюллăхшăн 1-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградӑланӑ. Вăл Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ пулса тӑнă.