Çутă çул
-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
26 Сентябрӗн 2025, 11:39

«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест

Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта «Ҫӗнтерӳ çулӗ!» Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ историлле квест иртнĕ.

«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест

«Пушкин картти» программӑпа килӗшӳллӗн авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Пишпÿлекри 3-мӗш вӑтам шкулта «Ҫӗнтерӳ çулӗ!» Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ историлле квест иртнĕ. Унта хутшӑнакансем истори пӗлӗвне, вӑрҫӑ ҫитӗнӗвӗсене тата совет халӑхӗн паттӑрлӑхне тӗрӗслесе ҫав вӑхӑтсен атмосферине кӗрсе ӳкнĕ. Квестра ултă тапхӑр пулнă: Ҫӗнтерӳ шифровки, Ҫӗнтерӳ полководецӗсем, Ҫӗнтерӳ кроссворчӗ, Ҫӗнтерӳ юррисем, Ҫӗнтерӳ сывлӑшӗ тата Ҫӗнтерӳ Паттӑрӗсем-хуласем. Мероприяти пӗтӗмлетӳ тунипе тата ҫӗнтерӳҫӗсене чысланипе вӗҫленнӗ. Вӑл шкул ачисене ӑрусен ҫыхӑнӑвне туйма, мӑн асаттесен паттӑрлӑхӗн пӗлтерӗшне тата Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсене асра тытасси пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланса илме май панӑ. Шкул администрацине тата педагогсене, мероприятие ирттерме пулӑшнӑшӑн тавтапуç.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://бижбулякскийдк.рф/novosti/istoricheskij-kvest-put-k-pobede/

 

«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
«Ҫӗнтерӳ çулӗ!» историллӗ квест
Автор: Марина Иванова
Тегсем: #победа80
Читайте нас