Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерĕве 80 çул
28 Октябрӗн 2025, 10:54

Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ

Çирĕклĕ клубӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин çулталӑкне халалланă «Астӑватпӑр! Мăнаçланатпӑр! Еткерлетпӗр!» пĕлÿ программи иртнĕ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче унта хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хӑрушӑ пулӑмӗсем, тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫапӑҫнӑ вырӑс салтакӗсен паттӑрлӑхӗпе хăюлăхĕ ҫинчен пӗлнӗ.

Пуçне хунă паттӑр ентешсене асӑнса чысланӑ май мероприятие хутшӑнакансем пӗр минут шӑп тӑнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен ыйтусенчен тӑракан викторина ыйтӑвӗсене хуравланӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсен кӗввисене чухланӑ. Ачасем викторина заданийӗсене пурнӑҫланă, хӑйсен пӗлӗвне, тавҫӑрулӑхне кӑтартнă.

Ҫулсем иртеҫҫӗ, анчах Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен пурнӑҫне панисене асра тытасси кӗнекесемпе документсенче, ҫырусемпе сӑнӳкерчӗксенче пурӑнать, яланах пурӑнӗ, чи кирли вӑл пирӗн чӗресенче пурӑнать. Ҫак тӗлпулу ачасен асӗнче нумайлӑха юласса шанатпӑр. Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/club135580128

Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ
Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ
Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ
Вӑрҫӑ çинчен астăвăма упрани, ҫӗнтерӳ мӗнле хака ларнине пĕлни пӗлтерӗшлӗ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас