Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Чăвашлăх
22 Августӑн 2019, 14:59

ТУСЛĂ ÇЫХĂНУСЕМ

Пушкăртстанри Чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Ф.В.Кузьмин Ленинград облаçĕнчи Туслăх çурчĕн ертÿçипе В.В. Михайленкăпа тĕл пулнă.

Çак кунсенче Пушкăртстан Республикин Чăвашсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Ф.В. Кузьмин туристсен экскурси турĕпе Российăн çурçĕрти тĕп хулине çитсе курнă. Унта хулан чаплă вырăнĕсемпе паллашнисĕр пуçне ĕçлĕ çыхăнусене те çирĕплетнĕ.


Çапла, августăн 20-мĕшĕнче, Санкт-Петербург хулин тата Ленинград облаçĕн чăваш наци-культура автономийĕ (руководителĕ В.А.Гаврилов) пулăшнипе Ленинград облаçĕн Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕпе В.В. Михайленкăпа тĕлпулу иртнĕ. Хăнасем Пушкăрт чăвашĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ.


Владимир Викторовичпа Федор Васильевич халăхсен наци-культура аталанăвĕ енĕпе çивĕч проблемăсемпе задачăсене сÿтсе явнă. Ертÿçĕсем туслă лару-тăрура пĕр-пĕринпе парнесемпе улшăннă: Пушкăртстан чăвашĕсене Ленинград облаçĕн Халăхсен атласне парнеленĕ, хăнасем вара – Аркадий Русаковăн „Пушкăртстанри чăваш халăхĕн историйĕ” кĕнеке парнеленĕ.


Тĕлпулу итогĕ - пĕрле ĕçлесси тата опытпа улшăнасси çинчен килĕшĕве алă пусмалли вăхăта тата задачăсене палăртнă. Октябрĕн 6-мĕшĕнче Ленинград облаçĕн Халăхсен туслăх çурчĕ хăйĕн пĕчĕк юбилейне паллă тăвать. Майпа усăланса, Владимир Викторович Пушкăрт чăвашĕсене унта хутшăнма чĕннĕ. Тĕлпулу хуçисене тав туса, Ф.В.Кузьмин Пушкăртстан Республикинче Пĕтĕм тĕнчери фольклориада йĕркипе 2020 çулта июнь-июль уйăхĕнче ирттерме палăртнă „Уява” чĕннĕ.


„Юрату” чăваш ансамблĕн участникĕсем туслă тĕлпулу участникĕсене хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарнă.

Читайте нас: