Надежда Васильевна - Пушкăртстан чăвашĕ. Вăл Пишпÿлек çумĕнчи Лаççырма ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çтерлĕ хулинчи педагогика институтĕнче (халĕ Пушкăрт патшалăх университечĕн филиалĕ) пуçламăш классен факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Çемье çавăрнă хыççăн Санкт-Петербург (ун чухне Ленинград) хулине пурăнма куçнă. Ывăлĕсем пĕчĕк чухне ача садĕнче, каярах пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ. Сакăр çул хушши еврей шкулĕнче еврей хĕр ачисене вĕрентнĕ. Надежда Васильевна – чăваш хастарĕ. Чăваш Енре, Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ чăвашсемпе питĕ туслă, ырă кăмăллă та уçă чунлăскер май пулсан кашнинех пулăшма хатĕр.
Шăпа пÿрнипе ют çĕре лекнĕ çынсем час-часах хăйсен тăван кĕтесĕшĕн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа та урамра, обществăлла транспортра, ушкăнра тăван чĕлхепе калаçакана курсан çывăх çынна тĕл пулнă пек савăнаççĕ.
«Ют çĕрте курака курсан та савăнан» текен ваттисен сăмахĕ пур. Каярах çав «кураксем» пĕрлĕхсене, диаспорăсене, ентешсен ушкăнне пуçтарăнма пуçлаççĕ.
Санкт-Петербургра тата Ленинград облаçĕнче çавăн пек наци пĕрлешĕвĕсем чылай. Вĕсенчен пĕри – чăвашсен. Халĕ унăн йышĕнче 800 çын. Анчах пур чăваш та ку пĕрлĕх çинчен пĕлсех каймасть. Çавăнпа та чăваш обществине çĕнĕ çынсем хушăнасси кашни кунах пулса иртет.
Чăваш обществи пуçласа 1925 çулта йĕркеленнĕ. Пĕрлĕхĕн пуçламăш уйрăмне Ленинграда вĕренме килнĕ студентсем уçнă. Унтанпа нумай шыв юхса иртнĕ ĕнтĕ, чылай улшăнусем пулнă, апла пулсан та чăваш обществи ниме пăхмасăр хăйĕн ĕç-хĕлне илсе пынă. Пĕрлĕх аталанăвĕн хăш тапхăрне илсен те тĕллевĕ ялан пĕрре пулнă – чăваш халăхне пĕр ушкăна чăмăртасси, чĕлхепе культурăна, йăла-йĕркесене сыхласа хăварасси. Ман шутпа, асăннă чăваш обществин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ унăн аталанăвĕн чи лайăх тапхăрĕ. Кирек хăш обществăлла организацин ĕçĕ хастар çынсем çинче тытăнса тăрать. Телее, чăваш пĕрлĕхĕнче çакăн пек çынсем чылай. Тĕрлĕ сферăра тăрăшнине пăхмасăр, хăйсен вăхăтне шеллемесĕр обществăн ĕçĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Хăшĕ-пĕрисемпе сире паллаштарас килет. Çав шутра: Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийĕн тата Ленинград облаçĕн чăваш культура обществин председателĕ, экономика наукисен кандидачĕ, Санкт-Петербургри П.Ф. Лесгафт ячĕллĕ патшалăх наци университечĕн доценчĕ, инçе ишевĕн штурманĕ пулнă Валериан Анатольевич Гаврилов, председателĕн çумĕ, экономика сферинчи специалист Татьяна Юрьевна Шмелева, Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçĕнчи чăваш ентешĕсен Ваттисен канашĕн председателĕ, отставкăри 1-мĕш ранг капитанĕ, тинĕс çар наукисен кандидачĕ, доценчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Виталий Арсентьевич Золотов таврапĕлÿçĕ, чăваш автономийĕн наука консультанчĕ, этнолог-ăсчах, религиовед, Кунсткамерăн тĕп наука сотрудникĕ Антон Кириллович Салмин истори наукисен докторĕ тата ыттисем те.
Çамрăксем хушшинче те талантлă та пултаруллă яш-кĕрĕм чылай: «Кевер» хореографи ансамблĕн ертÿçи Ян Федоров, «Юрату» фольклор ансамблĕн ертÿçи, Ленинград облаçĕнчи нацисен хушшинчи хутшăнусен Çамрăксен канашĕн председателĕ Роман Арсентьев тата ыттисем.
Чăваш культура обществи тĕрлĕ юхăмпа пысăк ĕç илсе пырать. Вăл облаçри тата хулари чи лайăх та хастар наци обществи шутланать. Юлашки çитĕнÿсенчен Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче 1941-1945çç. совет çыннисем çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалланă «Эпир сана пулăшма ăнтăлтăмăр, Ленинград» («Мы шли на помощь тебе, Ленинград») проекта хутшăнни. Çак пуçару патшалăх субсидине илме май панă. Апла пулсан çĕнĕ çитĕнÿсем тума укçа-тенкĕ пур. Хулари мероприятисене хутшăнни, ытти наци пĕрлĕхĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлени обществăн ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнта тăрать. Тĕлпулусемпе концертсем, хăнасене чĕнсе куравсем ирттерни çăмăл ĕç пулмасан та çав йышши мероприятисем тăтăшах иртеççĕ, йышлă куракана пĕр çемьене пухаççĕ.